Кӗҫнерникун ӑшӑ ҫанталӑк тӑчӗ. Кунашкалли чӳк уйӑхӗнче пулнине ку таранччен сӑнаман. Ҫитес кунсенче мӗнле ҫанталӑк пулӗ? «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов мӗн каланине тимлер.
Термометр «минус» кӑтартӗ, хӗвел тухӗ. Ыран Шупашкарта -3, -1 градус пулӗ, ҫӗрле 3-4 градус таран сивӗтӗ. Вырсарникун та хӗвел тухӗ, 1 градус таран ҫеҫ ӑшӑтӗ, ҫӗрле – 0.
Тунтикун каллех циклон ҫитӗ, ӑшӑтӗ. Ытларикун ҫурҫӗр районӗсенче ҫумӑр ҫума пултарӗ, термометр 6-8 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Юнкунран ӑшӑ та типӗ ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ. Эрне вӗҫӗнче йӗпе юр ҫума пултарӗ.