Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗ ячӗпе саламлани

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.10.2012 06:32 | 1903 хут пӑхнӑ
Ольга Ильиничнӑпа Михаил Константинович Мохнатовсем
Ольга Ильиничнӑпа Михаил Константинович Мохнатовсем

Хисеплӗ пенсионерсем, вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗ ячӗпе ӑшшӑн тата чӗререн саламлатӑп!

Ҫак куна пӗтӗм тӗнчере 1990 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Ветерансем вӑрҫӑ хирӗнче кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа харсӑрлӑх, ӗҫри хастарлӑх аслӑ ӑруран тӗслӗх илме хистеҫҫӗ, ҫамрӑксене тӑван ҫӗре, хамӑрӑн халӑха, унӑн йӑлисене юратма, хӑйсен ӗҫӗпе тӑван ене аталантарма вӗрентеҫҫӗ. Ватӑсен пысӑк ӑсӗ, пурнӑҫри пуян опычӗ ыррине, вӗсем тунине, упраса хӑварма, килес ӑрусене парса хӑварма пулӑшать.

Аслӑ ӑру ҫыннисен пурнӑҫне лайӑхлатасси — Раҫҫейпе Чӑваш Енӗн патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑри ҫулланнӑ граждансен 80% ытла социаллӑ пулӑшу мелӗсемпе усӑ курать. Республика бюджетӗнчен кӑна 2012 ҫулта ҫак тӗллевсемпе 1,786 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» ята илмелли стаж вӑхӑтне пӗчӗклетес енӗпе ӗҫлетпӗр. Паянхи кун тӗлне стажшӑн ҫак ята 18000 гражданина панӑ, ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсен пӗтӗмӗшле йышӗ 22000 ҫынпа танлашӗ. Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес енӗпе тимлӗ тӑрӑшатпӑр. Республикӑра 2010 ҫултанпа 4562 ҫынна ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернӗ, ҫав шутра 2012 ҫулта – 758 гражданина.

Республикӑн 2011-2013 ҫулсем валли хатӗрленӗ «Аслӑ ӑру» программипе килӗшӳллӗн ҫуллен 6000 ватӑпа инвалид ятарлӑ 39 учрежденире кӑна мар, килте те, вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмсенче те тивӗҫлӗ социаллӑ пулӑшу илет.

Хӑвӑр тӗслӗхӗрпе эсир нумай ҫул пурӑнмаллине, интереслӗ тулли пурнӑҫпа, ӗҫлес кӑмӑла тата гражданинӑн хастар позицине, тӗлӗнес тата савӑнас пултарулӑха упраса пурӑнмаллине ҫирӗплететӗр.

Хамӑрӑн ветерансене тата пенсионерсене чун ҫамрӑклӑхне упрама, ҫывӑх ҫыннисен юратӑвне, ҫамрӑксен хисепне тата нумай-нумай ҫул пурӑнмалӑх ҫирӗп сывлӑх сунатӑп!

Чӑваш Республикин Элтеперӗ М.Игнатьев.

#саламсем, #ватлӑх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем