Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Симфони капеллин концертне йыхравлаҫҫӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 06.11.2019 05:44 | 105 хут пӑхнӑ
Культура

Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин концерчӗ иртӗ. «Симфоническая музыка Чувашии: вехи истории» (чӑв. Чӑваш Енӗн симфони музыки: истори маякӗ) ят панӑ концерта Чӑваш Ен Элтеперӗн укҫипе хатӗрленӗ.

Программа валли симфони музыкин тӗрлӗ жанрӗллӗ музыкине суйласа илнӗ. Концертра Владимир Иванишинӑн «Чувашская симфония» (чӑв. Чӑваш симфонийӗ); Александр Васильев «Чувашские напевы» (чӑв. Чӑваш ҫемми); Юрий Григорьев, Симфония си-минор с колоколом (чӑв. Си-минор симфонийӗ чанпа) янӑрӗҫ.

Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, проект тӗллевӗ — наци культурине упраса хӑварасси тата аталантарасси, Чӑваш Енӗн культура пурнӑҫне пуянлатасси, академи кӗвви-ҫеммине итлекенсен йышне ӳстересси.

Концерт К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртӗ.

#театрсем, #концертсем, #культура, #укҫа-тенкӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫамрӑксен театрӗ автобус туянать
2019, 02, 28
Хормейстера патшалӑх пособийӗ парӗҫ
2019, 03, 15
Театра Мускав укҫипе юсаҫҫӗ
2019, 07, 26
«Нарспи» опера ҫӗнелсе тухӗ
2019, 08, 20
«Уяв» ансамбле тумтир ҫӗнетме укҫа парӗҫ
2019, 10, 30

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org