Виҫӗмкун, авӑнӑн 20-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. Хаваслӑ лару-тӑрура уҫма унта республика Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
6№ «Юмах» ача пахчине 2011-2020 ҫулсенче Чӑваш Республикинче шкулчченхи вӗрентӗве аталантармалли программӑпа килӗшӳллӗн ҫӗкленӗ. Ҫурта хута яма пӗтӗмӗшле 117,1 миллион тенкӗ тӑкакланнӑ. Вӗсенчен 111,3 миллион тенкӗ — республика хыснинчен, 5,8 миллион тенкӗ — вырӑнти бюджетран уйӑрнӑ пулнӑ.
«Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн кӗтнӗ ӗмӗчӗ тинех пурнӑҫланчӗ. Чӑннипех те юмахри пек кермен кӗтсе илчӗ», — тесе палӑртнӑ Михаил Игнатьев. «Ҫак ҫурта хута янине кура Ҫӗрпӳ районӗнче ача пахчи черетӗнче тӑракансен шучӗ пӗтрӗ. Шансах тӑратӑп, ҫакӑнта ҫӳрекенсенчен пулас космонавтсем, министрсем, адмиралсем пулӗҫ», — тесе хавхалантарнӑ ачасене Михаил Игнатьев.
Ача пахчи харӑсах 240 ача йышӑнма пултарать. Республика Элтепӗрӗ ача пахчинче тата та 50 хушма вырӑн йӗркелесе яма 675 пин тенкӗ туянмалӑх свидетельство парса чысланӑ. Пухӑннӑ ашшӗ-амӑшӗсен ячӗпе Ҫӗрпӳре пурӑнакан Татьяна Ипатова чӗререн тав сӑмахӑсем каланӑ. Сӑмах май, ача пахчине хута яма шутланине илтсенех вӗсем мӑшӑрӗпе иккӗшӗ тата та тепӗр пепке ҫуратма килӗшнӗ.
Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ саманта пуханнӑ халӑх ҫӗнӗ ҫуртра ачасене аталанма пӗтӗмпех те ҫителӗклӗ пулнине палартнӑ.
Юлашкинчен тӑнӑҫлӑха тата пуласлӑха шанса Михаил Васильевич сад территорийӗнче чӑрӑшсем лартнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫавӑн пекех «Цивильский Бекон», «Авангард» обществӑсен филиалне ҫитсе курнӑ.