Ял пурнӑҫӗ
![]() Cistopol-rt.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Вӑрмар районӗнчи пӗр ялта урамра ҫутӑ ҫуккине кура прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ. Арапуҫ ялӗнчи Николаев урамӗнчи 1-мӗш тата 18-мӗш ҫуртсен хушшинче ҫутӑ пулманни пирки надзор органне вырӑнтисем систернӗ. Прокуратурӑн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫне тӗрӗслеме ирӗк пур та, пакунлисем часах вырӑна ҫитсе пӑхнӑ. Чӑн та, маларах асӑннӑ икӗ ҫурт хушши 350 метр ытла иккен. Анчах унта ҫутӑ ҫук. Ял урамӗнче ҫутӑ ҫуккишӗн ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Надзор органӗ хут ҫырса яваплӑх пирки асӑрхаттарсан вырӑнти тӳре-шара вырӑнтан хускалнӑ. Вӗсем маларах асӑннӑ урамри 1-мӗшпе 18-мӗш ҫуртсен тӗлӗнчи юпасем ҫине вӑрах тӑхтамасӑр хунарсем вырнаҫтарнӑ. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |