СК ӗҫченӗ Владимир Маркин пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Надежда Осиповӑна судпа айӑплӗҫ — хӑйӗн вырӑнне усӑ курса вӑл 240 миллион укҫа ытлашши тӑкакланӑ имӗш. Унпа пӗрле ҫак ӗҫпе министерствӑн медицинӑпа социаллӑ пулӑшӑвӑн аталану управленийӗн пурлӑхпа тивӗҫтерекен пай начальникне Наталья Полетаевӑна та суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Йӗрлевҫӗсем тӗпченӗ тӑрӑх Надежда Натальйӑпа пӗрле ку ӗҫе тунӑ иккен.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх 2008-2009 ҫулсенче Полетаева сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем валли томографсем туянма хутсем хатӗрленӗ, Осипова вара пысӑк йӑнӑшсем пуррине кура куҫа хупса тавара кӳрекен организацисемпе килӗшӳсем тунӑ. Наталья Полетаева хатӗрленӗ хутсемпе чӑрмавсем пуртан конкурссене чылай организаци хутшӑнма пултарайман — ҫапла май томографсене хаклӑ хакпа туянма май килнӗ.
Надежда Осиповӑпа Наталья Полетаевӑна СК хӑйсен вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑплӗҫ, вӑл статьяпа 7 ҫул колони кӗтме пултарать. Паллах, Надежда та, Наталья та, хӑйсен апӑпне йышӑнмаҫҫӗ — пур ӗҫе саккунпа килӗшӳллӗн тунӑ тесе пӗлтереҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне СК томографсене кӳрекен организацисене те айӑплать — вӗсем хӑш-пӗр ӗҫе лицензисӗр пурнӑҫланӑ иккен. Ҫапла май «ултав» статья вӗсене пырса тивет.
Ҫак пуҫиле ӗҫе СК 2011 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗнче пуҫланӑ. Унтанпа 40 том хут пухӑннӑ. Ҫурлан 31-мӗшӗнче ӗҫе Шупашкарӑн Ленин район судне панӑ.