Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗнтерӳпе таврӑнчӗ!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
uyav 28.08.2012 19:00 | 2331 хут пӑхнӑ

Раҫҫей шайӗнче тӑван чӗлхе учителӗсен ӑста урок конкурсне ирттерес йӑла ҫирӗпленчӗ. Чӑваш Республикин тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсем ҫак мероприятие улттӑмӗш хут хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Раҫҫей шайӗнчи ӗҫе хутшӑнма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе кашни икӗ ҫулта Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе Чӑваш Республикин вӗрентӳ институчӗ чӑваш чӗлхине вӗрентекенсен «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» конкурсне ирттереҫҫӗ. Чӑваш Республикин ятне хӳтӗлеме Саранск хулине кӑҫал 2012 ҫулхи конкурс ҫӗнтерӳҫи Муркаш районӗн Калайкассин вӑтам шкулӗн учителӗ Степанов Александр Марсович тухса кайрӗ.

Конкурса хутшӑнакансем малтан Мускавра куҫӑмсӑр тур тухаҫҫӗ. Вӑл тура тухма конкурсантсем «Манӑн педагогикӑри тӗп шухӑш» эссе, учитель хӑйӗн ӗҫне тишкерсе ҫырнӑ справка, вырӑсла ҫырнӑ урок конспекчӗсемпе класс тулашӗнче иртнӗ мероприятисен сценарийӗсене, пичетленсе тухнӑ кӗнекесемпе статья оттискӗсене ярса параҫҫӗ. Кирлӗ чухлӗ балл пухсан вара куҫӑмлӑ тура хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Конкурс тӗллевӗ чӑваш тата вырӑс халӑхӗсен культура хутшӑнӑвне танлаштарса вӗрентмелли тӗп мелсемпе меслетсене кӑтартса парасси пулчӗ. Тӗрлӗ халӑхӑн чӗлхине, культура хутшӑнӑвне шута илни паллаштару карточкинче те, «Манӑн регион, манӑн шкул, манӑн педагогикӑри ӗҫ-хӗл” презентацире те, наци тумӗн хӑй евӗрлӗхӗнчи чи ӑнӑҫлӑ енӗсене ӑнлантарса панӑ чухне те палӑрчӗ.

Учителӗн ачасем вырӑс чӗлхипе илнӗ пӗлӳ ҫине таянса ҫӗнӗлле вӗрентнине кӑтартса памалла. Видеоурок ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курнипе пӗрлех професси ӑсталӑхне, танлаштаруллӑ-шайлаштаруллӑ методика тӗшшийӗн чи паллӑ саманчӗсене тишкерсе памаллаччӗ.

Кӑҫалхи ӑста урок уявне Мӑкшӑ Республики Раҫҫей халӑхӗсемпе пӗрлешнӗренпе 1000 ҫул тултарнине халалланӑ. Учительсен ӑста урокӗ Саранск хулинче 2012 ҫулхи ҫурлан 21-24-мӗшӗсенче иртрӗ. Раҫҫейри тӑван чӗлхене вӗрентекенсен конкурсӗнче тӑван чӗлхепе тата вырӑс чӗлхипе вӗрентекен 24 регионран 36 учитель хутшӑнчӗ. Вӗсенчен пӗри — пирӗн ентеш Муркаш районӗн Калайкасси вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекен А.М.Степанов — ҫӗнтерӳҫӗ ятне илчӗ, Чӑваш Республикин ятне ҫӳле ҫӗклерӗ. Александр Марсович пур номинацире те нумай балл пухрӗ «Методикӑри хӑйне евӗрлӗхпе ҫӗнӗлӗхсем» номинацире чи мала тухрӗ.

1-мӗш степӗньлӗ диплома пирӗн учителе Мӑкшӑ Республикин оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче Раҫҫей Федерацийӗ халӑхӗсен Ассамблейин Совечӗн председателӗ Р.Г. Абдулатипов пачӗ.

Ҫивӗч кӗрешӳре ҫӗнтернӗ маттур чӑваш учительне тав сӑмахӗ калатпӑр, ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ ятпа саламлатпӑр!

#Калайкасси, #Муркаш районӗ, #конкурссем

 

Комментари:

Римма // 2514.34.5584
2012.09.07 16:09
Аван уйахенче мар -сурла уйахенче иртне конкурс ку. паян аванан 6-меше кана-ха.
2012.09.07 19:22
Аçтахар Плотников
Пĕр вăхăт ман пуçра темшĕн август авăн пек туйăнчĕ. Кайран йăнăша туйса илтĕм те тӳрлетсе тухрăм. Ку хыпартине асăрхамасăр хăварнă курăнать. //юсарăм

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем