Чӑваш Ен ипотека йышлӑн илекен Раҫҫейри 10 регион йышне кӗнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ. Вӑл вара «Новости» (чӑв. Ҫӗнӗ хыпарсем) информаци агентствин тӗпчевне тӗпе хунине палӑртнӑ.
Танлаштарӑма йӗркелекенсем ӗҫлекен ҫынсем юлашки 12 уйӑхра (2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен) ҫурт-йӗр хӑпартма е туянма банксенчен кивҫен укҫа илнине тишкернӗ. Пирӗн тӑрӑхра пин ҫынтан вӑтамран 26,8-шӗ ипотека илнӗ. Ку вӑл Раҫҫейри кӑтартуран 1,4 хут пысӑкрах.
Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Чӑваш Енре 6,5 пин ҫемье 11,2 миллиард ытла тенкӗлӗх ипотека кредичӗ илнӗ. Вӗсенчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ укҫана хваттер пая кӗрсе тума уйӑрнӑ.