Утӑн 28-мӗшӗнче Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи Шарпаш (Ойкасы) ялӗнче пысӑк уяв иртрӗ. Ҫак уява пуҫлама Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑх пуҫлӑхне Н.Е.Хорасёва ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Пурте ура ҫине тӑрса «Аки-сухи» юрра юрларӗҫ. Ун хыҫҫӑн ватӑсемпе хӑнасене Людмила Матвеева хӑй вӗретсе тухнӑ кӑпӑклӑ сӑрапа сӑйларӗ, пурте уяв ҫӑкрине тӑварпа пусса ас тивсе пӑхрӗҫ.
Ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Николай Хорасёв шарпашсене ял уявӗ ячӗпе саламларӗ, общество ӗҫне хастар хутшӑнакансене Тав хучӗсем парса чысларӗ, ялти чи ватӑ ҫынсемпее чи ҫамрӑккисене парнесем пачӗ. Уяв тӑршшӗпе ял ҫыннисене Шупашкартан килнӗ «Уяв» ансамбль хӑйӗн юрри-ташшисемпе савӑнтарчӗ.
Уяв программи ҫулсерен пуянланса кӑсӑклансах пырать. Кӑҫал кунта Шарпашра ҫуралса ӳснӗ Викторова (Глухова) Эльвира Сергеевна тӗрӗ ӑстин куравне йӗркелерӗҫ. Унта пурӗ 31 ӗҫ. Эльвирӑн тӗррисем куҫа илӗртеҫҫӗ, кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ, чуна хавхалантараҫҫӗ. Тен ҫавӑнпах та пулӗ, уяв вӑхӑтӗнче йӗркеленӗ «Савнӑ ялӑм, тӑван ял!» сӑвӑ конкурсӗнче ҫакӑн пек йӗркесем шӑранчӗҫ Марина Тихоновӑпа Татьяна Матвеева чунӗсенче (вӗсем Шарпаш ялӗнчи чи пултаруллӑ кинсенчен пӗрисем).
Эп юратнӑ Шарпаш ялӗ
Пысӑк та мар, пӗчӗк мар:
Шур хурӑнлӑ 3 урамӗ.
Ял-йышсем, ӑна упрар!
Ҫамрӑксем ялтан тармаҫҫӗ,
Ватӑсене пӑрахмаҫҫӗ.
Халӑх туслӑ пурӑнать,
Шарпаш ятне вӑл упрать.
Юрӑ-ташӑ ташласа,
Чун-чӗререн савӑнса,
Кашни ҫул сана савса
Пуҫтарнатпӑр ҫакӑнта.
Юлашкинчен пурте пӗрле уяв сӗтелӗ хушшине ларса шӳрпе ҫирӗҫ, дискотекӑра сӗм тӗттӗм пуличченех ватти-вӗтти савӑнчӗ.