Утӑн 26-мӗшӗнче Шупашкар администрацийӗнче ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсемпе (ҪЙХЮ, выр. ТСЖ) управляющи компанисен ертӳҫисемпе канашлу иртнӗ. Унта ҪЙКХ реформисене пулӑшакан фонд уйӑракан укҫа-тенкӗпе усӑ курса юсама палӑртнӑ ҫурт хуҫисем пухӑннӑ. Пухӑва ҫурт-йӗр хуҫалӑхӗн ыйтӑвӗсемпе ӗслекен администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров ертсе пычӗ.
Пӗтӗмлетсе каласан калаҫу ӗҫлӗ иртрӗ — юсав ӗҫӗсем епле пыни ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. Хӑш-пӗр ҫуртсенчи ӗҫсене 30% та туманнине палӑртрӗҫ — «Сенкер», «Сатурн-Строй», «Полимермонтаж», «Калита», «Дайвер», «Гражданстрой» компанисен ӗҫне хӑвартлатмалли пирки каларӗҫ. Юсав ӗҫӗсем вӗҫленсе пыракан ҫуртсем те пур — Р.Зорге ур, 11 ҫ; Эгер б., 8 тата 14 ҫурт; К.Маркс ур., 46 ҫ.; Ленин пр., 16А ҫ. Ку, паллах, лайӑх пулӑм.
Пӗтӗмӗшле хулара 65 нумай хваттерлӗ ҫурта тӗпрен юсамалла. Ӗҫсен калӑпӑшне паянхи куна вӑтамран 55% пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ.