![]() Шӑп та лӑп 80 ҫул каялла, 1932 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗнче Шупашкар тӑрӑхӗнче «Колхозник ҫулӗ» хаҫатӑн 1-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Пӗрремӗш номере Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Г. Серебряков-Ошмань калӑпланӑ. Малалла вара хаҫата Йӑршу ялӗнчен тухнӑ партин район комитечӗнче культурӑпа пропаганда пайӗн заведующийӗ Ростов П.В. тытса пыма пуҫланӑ. Хӑйӗн кун-ҫулӗнче хаҫат ятне темиҫе те улӑштарнӑ: «Ленин ҫулӗпе» (1938), «Колхозник хаҫачӗ» (1959), «Ленинец» (1962). 1992 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнчен пуҫласа хальхи ятпа тухать — «Тӑван Ен». Паян, утӑн 27-мӗшӗнче Кӳкеҫри культурӑпа кану центрӗнче ҫак куна анлӑн паллӑ турӗҫ. Чи малтанах хӑнасене районти ал ӑстисен ӗҫӗсем кӗтсе илчӗҫ. Уявӑн хуҫисем те кунтахччӗ — кашни хӑнана тараватлӑн кӗтсе пуху залне чӗнчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ уява пуҫланӑ май чи малтанхи сӑмаха район ертӳҫисем илчӗҫ — вӗсем хаҫат пирки каласа пачӗҫ, унта тӑрӑшакан ҫынсене ӑшӑ сӑмахпа асӑнчӗҫ. Парнесемпе хисеп хучӗсем пама та манмарӗҫ — ара уяв уявах пулмалла-ҫке. Паянхи кун хаҫат редакцийӗнче 10 ҫын ӗҫлет — вӗсенчен кашни район администрацийӗнчен хисеп хучӗ илме тивӗҫрӗ. Уяв концертпа вӗҫленчӗ. |
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |