Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн 5 чӗлхе пӗтнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 02.08.2019 03:16 | 2084 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Юлашки 150 ҫул хушшинче пирӗн ҫӗршывра 14 чӗлхе ҫухалнӑ. Вӗсенчен 5-шӗ Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн пӗтнӗ. «Пӗтес хӑрушлӑхра тата 18 чӗлхе тӑрать, мӗншӗн тесен вӗсемпе халӑхсен представителӗсен 20 проценчӗ ҫеҫ калаҫать», — хӑратмалла хыпар пӗлтернӗ Тутарстанри «Сувар» хаҫат.

Пӗрлештернӗ нацисен организацийӗ 2019 ҫула вырӑнти тӗп халӑхсен чӗлхисен ҫулталӑкӗ тесе ытахальтен палӑртман-тӑр. Хальхи вӑхӑтра тӗнчере 7 пине яхӑн абориген чӗлхи пулсан вӗсемпе этемлӗхӗн 4 проценчӗ ҫеҫ усӑ курать иккен. Ҫӗр ҫинче кашни икӗ эрнере пӗр чӗлхе ҫухалнине пӗлтереҫҫӗ.

Раҫҫейре — 190 наци. Вӗсенчен ҫӗре яхӑн — тӗп халӑхсем. Ҫӗршыври ӑслӑлӑх академийӗн чӗлхе институчӗ Раҫҫейре 150 чӗлхе тесе палӑртнӑ. Диалектсене шута илсен, 300-тен ытларах-мӗн.

Чӗлхесе пӗтнин тӗп сӑлтавӗ унпа килте калаҫманни теҫҫӗ.

#статистика, #чӗлхесем, #чӑвашлӑх, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Атнер // 1064.57.4721
2019.08.02 08:27
Ҫук ҫук.Акапасар тахҫанах калать сире килте тӑван чӗлхепе ачасемпе калаҫни усси ҫук тесе.Пустуй тӗпсахайне чиксе хуни кӑна пулать чӗлхене иккен.
Agabazar // 3052.8.7509
2019.08.02 10:34
Agabazar
кам вара пит хăраса ÿкрĕ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем