Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл иртнӗ хыҫҫӑн самай шар курнӑ ял тӑрӑхӗсенче — Октябрьски, Шӗнерпуҫ, Карапаш тата Аксарин ял тӑрӑхӗсенче — паянтан пуҫласа хытарнӑ йӗрке пуҫарнӑ. Асаилтеретпӗр, утӑн 17-мӗшӗнче иртнӗ ҫил-тӑвалпа пӑр ку тӑрӑхри ҫурт-йӗрсене самай аркатнӑ: 300 ҫурт сиенленнӗ, 6 вӗренӳ учрежденийӗн ҫурчӗ кӑштах арканнӑ, 2 культура ҫурчӗ сиен тӳснӗ, пӗр ял тӑрӑхӗн ҫурчӗ шар курнӑ. Пахча-ҫимӗҫ пурӗ 539 гектарта аманнӑ. Малтанлӑха пӑхса тухнӑ тӑрӑх ҫутҫанталӑк 200 миллион тенкӗлӗх сиен кӳнӗ.
Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл кӳнӗ сиене паян кун та юсаҫҫӗ — пур яла та тенӗ пекех ҫутӑ панӑ. Октябрьски пуҫне — кунти подстанцие ҫутҫанталӑк вӑйӗсем аркатнӑ, ҫавӑнпа та куҫса ҫӳрекен подстанципе ҫыхӑнтарӗҫ.