Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Комплекс уҫӑлчӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
сетнер 19.07.2012 17:29 | 1467 хут пӑхнӑ

Акӑ, тахҫантанпа чунтан кӗтекен кун ҫитрӗ. Иртнӗ шӑматкун, утӑн 14-мӗшӗнче, Тӑвайра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Аль» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ уҫӑлчӗ.

Район центрӗнчи кӑна мар, республикӑри чи хитре капмар ҫуртсенчен пӗри пулнӑн туйӑнать вӑл. Ытти районсеннинчен чылай лайӑхрах пек. Мӗншӗн тесен ӑна тума нумайӑшӗ чун ӑшшине панӑ: район администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен пуҫласа строительсем, массӑллӑ субботниксен вӑхӑтӗнче тирпей-илем кӗртес ӗҫсене хутшӑнакансем таранах. Тӑвайри вӑтам шкулта вӗренекенсем ҫав паллӑ уява хатӗрленсе, комплекс умӗнче кунсерен репетицисем ирттерчӗҫ. Комплекс шӑпи, тӗрӗссипе, республика Пуҫлӑхӗ, министрсем таранах хумхантарчӗ.

Ахальтен мар пуль ӑна уҫма Михаил Васильевич Игнатьев, ЧР физкультурӑпа спорт тата туризм министрӗ Сергей Мельников, Раҫҫей Спорт министерствин физкультурӑпа массӑллӑ спорт Департаменчӗн директорӗ Марина Томилова (Мускав), Алтай Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Огнев, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Валерий Ивановпа Генрих Васильев тата ытти сумлӑ хӑнасем, хаҫат-журнал, телевидени редакцийӗсен журналисчӗсем йышлӑн килнӗ.

Халӑх, ҫамрӑк спортсменсем вара районӗпех пуҫтарӑннӑ. Район, республика историне кӗрсе юлакан куна кашниех асра хӑварасшӑн мар-и? Ҫӗнӗ комплекс умне тӗрлӗ тӗслӗ шарсен гирляндисем, ялавсем капӑрлатаҫҫӗ. Чи тӑррине «Аль» тесе ҫырса хунӑ. Ҫуртӑн 2–3 хучӗсем ум енчен тӗкӗрлӗ кантӑк айӗнче. Вӗсем ҫинче ҫул хӗрринчи лапсӑркка хурӑнсен мӗлкисем курӑнаҫҫӗ. Комплекс умне тӗрӗллӗ вӗтӗ плиткӑсем сарнӑ, чечек клумбисем хывса хӑварнӑ, чечекӗсем те ӳсеҫҫӗ, тавралла газон курӑкӗ акнӑ.

Ҫынсем маларахах йышлӑн пухӑннӑ: ачасем, вӗрентекенсем, сывлӑх хуралҫисем, район центрӗнче ӗҫлекенсем, ачасемпе ларакан амӑшӗсем, ҫамрӑксем, ӗҫ ветеранӗсем. Таврана хаваслӑ кӗвӗ ҫемми саланать.

— Юрать паян хӗвел ытти чухнехи пек ҫунтармасть, пӗлӗтлӗ. Турри хӑй хӗрхенет пулас пухӑннисене, — хӑлхана пырса кӗрет манран инҫех мар тӑракан икӗ хӗрарӑм калаҫӑвӗ. Куракансен тимлӗхӗ спорткомплекс картлашкисем умӗнче. Кунта вырӑнти юрӑҫсем пухӑннисене юрӑ хыҫҫӑн юрӑ парнелеҫҫӗ: эстрада ҫӑлтӑрӗ Владимир Иванов, Мария Никитина (Тушкил), Ҫӗнӗ Пуянкассинчи информаципе культура центрӗн худрукӗ Лариса Соловьева.

Унччен те пулмасть проспектран комплекс еннелле мигалкӑллӑ машинӑсем пӑрӑнни курӑнса каять.

— Килеҫҫҫӗ, килеҫҫӗ! Утӑрья! — кӑшкӑрни илтӗнет ҫул хӗрринче тӑракансем енчен.

Хисеплӗ эскорт комплекса кӗрекен ҫул хӗррине ҫитсе чарӑнать. Михаил Игнатьевпа сумлӑ хӑнасем машинӑсем ҫинчен анса асфальт ҫулпа комплекс умне ҫитеҫҫӗ. Вӗсене кунта мӑн асаттесен ырӑ йӑлипе ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илеҫҫӗ.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ю.Васильев уяв уҫӑлни ҫинчен пӗлтерет. Вӑл республика, ҫӗршыв Правительствисене, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партие тав тӑвать, мӗншӗн тесен ҫӗршывра сывлӑха ҫирӗплетекен физкультурӑпа спорт комплексӗсем тӑвас пуҫару «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗнче ҫуралнӑ, ӑна ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин ырланӑ.

Тӑвай тӑрӑхӗнче волейбол, ҫӑмӑл атлетика, кире спорчӗ, кӗрешӳ япӑх мар аталаннӑ. Ҫав вӑхӑтрах шывра ишессипе тата ытти енсемпе кӑтартусем чаплах мар. Ҫӗнӗ комплекс хута кайсан, спортӑн ытти енӗсем те массӑллӑн аталанасса шанатпӑр, — тет Юрий Егорович.

Сӑмах республика Элтепӗрне Михаил Игнатьева параҫҫӗ.

— Тӑвайсемшӗн паян питӗ пысӑк уяв, ӗмӗрлӗхе асра юлмалли кун. Эпир сирӗнпе чӑн-чӑн спорт керменне уҫатпӑр. Физкультурӑпа спорт кашни ҫыншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Кам вӗсемпе туслӑ, вӗсем ҫирӗп вӑй-халлӑ, вӑрӑм ӗмӗрлӗ, вӗсенче ӗҫлес пултарулӑх пысӑк. Ҫак комплекса тума 120 ытла млн. тенкӗ хывнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл сывлӑх ҫӑлкуҫӗ пулса тӑтӑр, ҫынна сывӑ пурнӑҫ йӗрки, чун киленӗҫӗ, хастар кӑмӑл-туйӑм парнелетӗр, самантлӑха та пушӑ ан лартӑр. Сирӗн тӑрӑхран район, республика, ҫӗршыв, Европа, тӗнче, Олимп вӑййисен чемпионӗсем тухчӑр! Ҫын ума ҫирӗп тӗллев лартсан, вӑхӑта, вӑй-хала шеллемесӗр ҫине тӑрса тренировкӑсем туса, ӑсталӑха ӳстерсе пырсан, ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пултарать. Чунри ӗненӗве нихӑҫан та ан ҫухатӑр. Малалла кӑна! Уявпа сире! — ҫавӑн евӗр пил пачӗ Михаил Васильевич тӑвайсене.

Раҫҫей Спорт министерствин вӑй-хал культурипе массӑллӑ спорта аталантаракан Департамент директорӗ Марина Томилова хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен физкультурӑпа спорт комплексӗсем тӑвассипе регионсем хушшинче малтисенчен пӗри пулнине палӑртрӗ, тӑвайсене спортра пысӑк ҫитӗнӳсем сунчӗ, физкультурӑпа спортри массӑлӑха тата ҫӳлӗрех шая ҫӗклеме сӗнчӗ.

5 хутчен республикӑри «Спортпа туслӑ ҫемье» фестивальре малти вырӑнсем йышӑннӑ ҫемье пуҫӗ Сергей Кирилловпа «Ҫӗнӗ Пуянкасси» унӑн ывӑлӗ Даниил вӗренекен район, республика ертӳҫисене чаплӑ парнешӗн тав сӑмахӗ каларӗҫ. Объекта тӑвакан «СтройЛидер» фирмӑн тӗп директорӗ И.Рябов ФСК директорне А.Кириллова спорт керменӗн симвӑллӑ ҫӑраҫҫине пачӗ.

Республика пуҫлӑхӗ спорт керменне «Буран» юрҫӳрен парнелерӗ. М.Игнатьев, район пуҫлӑхӗ В.Васильев, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ю.Васильев, М.Томилова, Ҫӗнӗ Пуянкассинчи вӑтам шкулта вӗренекен Даниил Кириллов, физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗ А.Кириллов хӑю касса шала кӗчӗҫ. Хӑнасем залсемпе паллашрӗҫ. 2-мӗш хута картлашкапа хӑпарсанах кӗтесре фитобар, теннис, шашка-шахмат вӑййисен, 3-мӗшӗнче кӗрешӳ залӗсем вырнаҫнӑ. Республика Элтепӗрӗ ҫамрӑк спортсменсемпе тӗл пулса калаҫрӗ, ӗмӗтсем ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, сӗнӳсем пачӗ. Хӑнасем тем таранччен бассейнра ишекенсем, вӑйӑсен пысӑк залӗнче спорт хореографийӗн композицийӗсене пӑхса киленчӗҫ. Илемлӗ, ирӗк те ҫутӑ спорт керменӗ. Ҫакна нумайӑшӗ ӗмӗтленме те хӑяйман.

Республика Элтепӗрӗ те, хӑнасем те ҫӗнӗ объектпа кӑмӑллӑ юлчӗҫ. Республикӑри 23-мӗш спорт комплексӗ пулса тӑчӗ Тӑвайри «Аль». И.Рябов каланӑ тӑрӑх, Хӗрлӗ Чутайра ҫитес уйӑхра Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурник кунӗ тӗлне республикӑри тата тепӗр спорт комплексӗ хута кайӗ.

Юлашкинчен ҫакна кӑна калас килет. Тавралӑха илем кӳрсе ларакан ҫурт кӑна пулса ан юлтӑрччӗ ВХКСК, вӑл нихӑҫан та ҫамрӑксен хаваслӑ та шавлӑ сассинчен ан татӑлтӑрччӗ, республика Элтепӗрӗ калашле, кунтан тӗрлӗ шайри чемпионсем тухчӑр, унтан та ытларах, вӑй-хал культурипе спорт ҫынсене сывлӑх (вӑл чи хакли!), кӑмӑл-туйӑм хастарлӑхӗ, чун киленӗвӗ парнелетӗр. Ҫамрӑк спортсменсене асӑрхаттарсах калас килет: ҫитӗнӳ, ӑсталӑх хӑй тӗллӗн килмеҫҫӗ. Вӗсемшӗн нумай тар юхтармалла, пысӑк ҫине тӑраслӑх, каялла чакманни, тӗллеврен пӑрӑнманни кирлӗ. Кам малалла ҫирӗп пӑхать, кам чӑтӑмлӑ — ӑнӑҫу ҫавсен енче пулӗ. Пирӗн спорткомплекс паян мӗнле чаплӑ, илемлӗ, тепӗр 10 ҫултан та вӑл ҫавӑн пекех юлтӑр. Ӑна упрар, ҫав вӑхӑтрах унӑн майӗсемпе туллин усӑ курар. Уявпа сире, ентешсем!

#Ҫӗнӗ Пуянкасси, #Тӑвай, #Тӑвай районӗ, #спорт

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем