Кӑҫал ака уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта инкек пулнӑ: ҫунакан хваттерте икӗ ача сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Ҫав вӑхӑтра ачасен амӑшӗ саунӑра рехетленнӗ. Инкек хыҫҫӑн хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян суд пулнӑ. Судья 38 ҫулти хӗрарӑма 3 ҫул та 9 уйӑхлӑха колони-поселение яма йышӑннӑ.
Суд тата следстви акӑ мӗн ҫирӗплетнӗ: ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. 2014 тата 2017 ҫулсенче ҫуралнӑ ачисене хваттерте питӗрсе хӑварнӑ та хӑй пӗлӗшӗсемпе саунӑна кайнӑ, унта вӑл 2 сехет ҫурӑ эрех-сӑра ӗҫнӗ.
Арҫын ачапа хӗрача вара зажигалка тупнӑ. Хайхискерсем унпа вылянӑ та пушар тухнӑ. Пӗчӗкскерсем алӑк уҫса урама тухайман – сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ.