Элӗк районӗнчи ӑнӑҫсӑр ҫемьесенче йӑлтах ӑнӑҫлӑ. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать асӑннӑ район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтерни тӑрӑх. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ҫул ҫитменнисемпе тата вӗсен правине хӳтӗлес тимлекен районти комиссин ӗҫлӗ ушкӑнӗ ӗнер, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, хӑрушлӑхри ҫемьесенче пулнӑ. Комиссин яваплӑ ҫыруҫи Инна Волкова, Шалти ӗҫсен министерствин районти пайӗн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторӗ Марина Никитина, Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӑн специалисчӗ Алина Архипова, опекӑпа попечительство пайӗн специалисчӗ Валентина Максимова Юнтапа тата Ехремкасси ял тӑрӑхӗсен территорийӗсене ҫитнӗ.
Комисси 8 ҫемьене тӗрӗсленӗ. Вӗсенче ҫул ҫитмен 17 ача тата ҫул ҫитменнисен комиссийӗнче шутра тӑракан 7 ача ӳсет. Рейда тухнӑ ӗҫлӗ ушкӑн ӗнентернӗ тӑрӑх, тӗрӗсленӗ ҫемьесенче асӑрхаттармаллиех тупӑнман: килсенче тирпейлӗ, хӑтлӑ, ачасене пӑхаҫҫӗ.