Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Михаил Игнатьев Элтепӗр Республика кунӗ ячӗпе саламлани

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.06.2012 23:28 | 1981 хут пӑхнӑ

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Республика кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ — Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн календарьти паллӑ дата. Ҫак кун 1920-мӗш ҫулта пирӗн республикӑн автономине туса хунӑ, асӑннӑ пулӑм тата 1926-мӗш ҫулта Чӑваш АССР-ӗн пӗрремӗш Конституцине йышӑнни хальхи Чӑваш Енӗн экономикин тата право тӗлӗшӗнчи никӗсне йӗркеленӗ. Республикӑн нумай нациллӗ халӑхӗ йывӑрлӑхсене тата тӗрлӗ асап-нушана пӑхмасӑр, историн темле кӑткӑс тапхӑрӗнче те хӑйӗн ӑс-хакӑл пӗрлӗхне тата граждансен хушшинчи тӑнӑҫлӑха сыхласа хӑварма пултарнӑ. Ҫакӑ Чӑваш Ене мӗн пур кризиса ӑнӑҫлӑн ҫӗнтерме тата республикӑн хальхи тата пуласлӑхри ҫитӗнӗвӗсен никӗсне хывма пулӑшрӗ. Иртнӗ ҫулсенчи тапхӑрта Чӑваш Ен палӑрмаллах ҫӗнелсе улшӑнчӗ. Экономикӑна диверсификацилессипе, сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ тытӑмӗсене, социаллӑ сферӑна ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ ӗҫ малалла пырать, пурнӑҫ шайӗ ӳсет, Чӑваш Енре пурӑнакансене ӑс-хакӑл тата культура тӗлӗшӗнчен аталанма пулӑшас енӗпе чылай ӗҫ тӑватпӑр, ҫемье хаклӑхӗсене упраса хӑварас тата ҫирӗплетес тӗлӗшпе те тимлӗн вӑй хуратпӑр. Чӑваш Республикин Общество палатине туса хуни гражданла общество институтне аталантарас енӗпе тунӑ паллӑ утӑм пулса тӑчӗ. Пирӗн тӗп пуянлӑхӑмӑр вӑл — ҫынсем, вӗсен пултарулӑх вӑй-хӑвачӗ, ӗҫченлӗхӗ, ырӑ енне туртӑнни. Пӗрле эпир кирек мӗнле тӗллеве те пурнӑҫлама тата кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пултаратпӑр. Сире, хаклӑ ентешӗмӗрсем, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫулӑх, палӑртнӑ мӗн пур ӗҫе пурнӑҫлама иксӗлми вӑй-хал сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ М.Игнатьев.

#Чӑваш Ен, #Республика кунӗ, #уявсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем