Раҫҫейре
![]() РИА Новости тунӑ сӑн Раҫҫейри кашни ҫула мӗне те пулин халалласси йӑлана кӗчӗ. Кӑҫал – Театр ҫулталӑкӗ. Ҫитес ҫула мӗне халаллӗҫ-ха? 2020 ҫулта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 75 ҫул ҫитет. Ҫулталӑка та ҫакӑнпа ҫыхӑнтарӗҫ: вӑл Астӑвӑмпа мухтав ҫулталӑкӗ пулӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑва ӗнер, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ҫакна Владимир Владимирович историе асра тытмаллине тӗпе хурса тунӑ. Аса илтерер: 2018 ҫул Раҫҫейре Хӑйирӗкҫӗсен ҫулталӑкӗ пулнӑ, 2017 ҫул – Экологи ҫулталӑкӗ, 2016 ҫул – Раҫҫей киновӗн ҫулталӑкӗ, 2015 ҫул – Литература ҫулталӑкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |