Шупашкарта канмалли кунсенче, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, коттедж ҫуннӑ. Ку пӑтӑрмах «Дубки» коттедж поселокӗнче пулнӑ.
Куприянов урамӗнчи икӗ хутлӑ ҫурт 17 сехетре ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм тӑррине, шалтине сиенлетнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑкак 200 пин тенкӗпе танлашнӑ.
ЧР Граждан хӳтӗлевӗн тата инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, пушар аҫа ҫапнӑран тухнӑ. «Про Город» хаҫат сайтӗнче ҫырнине ӗненес тӗк (малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх), ку коттедж – ЧР Арбитраж сучӗн судйин.
Базиль Кириллов // 1335.52.9000
2019.07.09 19:38 | |
Ҫылӑхлӑ! Капашсӑр ҫылӑхлӑ! Тӗрӗслеме пуҫламалла. | |
Хусантан // 4006.53.2133
2019.07.10 21:01 | |
Аван, аван, вӗсене тахҫанах ҫапмалла! |