Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ чӗрӗк ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, парламентӑн ҫуралнӑ кунӗн официаллӑ пайне Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче уявланӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай ҫав уява халӑх поэчӗсемпе ҫыравҫисене чӗнмелле пулнӑ тесе шухӑшлать пулсан, REGNUM информаци агентстви парламент юбилейӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсене ҫеҫ чысланине асӑрханӑ. Ҫакӑн пирки Александр Андреев коммунист та пӗлтернӗ. Депутатсене уйӑрса чысланине РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков (вӑл «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» фракцирен) та асӑрханӑ. Вӑл парламентӑн кӗҫӗн палатин Тав хучӗпе виҫӗ депутата, ҫав шутра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти ертӳҫине Юрий Кислова, чысланӑ. Чӑваш Патшалӑх Канашӗн спикерне Альбина Егоровӑна Анатолий Аксаков чӑваш парламенчӗн мӗнпур ултӑ созыври депутатне Игорь Молякова сехет парнелеме сӗннӗ.