Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.2 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Пӗрремӗш каналти хӑнасене 1 миллион тенкӗлӗх хӑналаса ярӗҫ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Софья Савнеш 30.05.2019 21:49 | 243 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӗрремӗш канал Чӑваш Енре «Пӗрремӗш пул» ыркӑмӑллӑх акцине ирттересси пирки пӗлтернӗччӗ. Хаклӑ хӑнасене сӗтел хушшине лартмасӑр кӑларса ямӗҫ. Каҫхи апатлану Шупашкарти «Роланд» ресторанра иртӗ, унта 200 ҫын килмелле.

Хӑнасене апатлантармашкӑн республика хыснинчен 981 пин те 300 тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫапла кашни ҫын пуҫне 4907 тенкӗ лекет. Кунта сервировка, официантсем пӑхни, апат хатӗрлени кӗреҫҫӗ.

Тӗслӗхрен, асӑннӑ ресторанра «Цезарь» салат 710 тенкӗ тӑрать, 200 хӑна валли 142 пин тенкӗ кирлӗ пулӗ. Ӗҫмелли минераллӑ шыв пулӗ. «Волжанка» ятлӑскере саккас тунӑ. Ҫур литрли ресторанра 160 тенкӗ тӑрать. Кунсӑр пуҫне шур ҫырли морсӗ, икӗ тӗрлӗ чей пулӗҫ. Менюра эрех-сӑра ҫук.

#Шупашкар, #хӑнасем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Тӗрмерисене телефон панӑшӑн суд тунӑ
2019, 01, 25
Сусӑр ачасем ӑмӑртнине депутат та пӑхнӑ
2019, 02, 26
Якут ачисене чӑваш культури илӗртнӗ
2019, 04, 05
Узбек киносценарисчӗ Шупашкарта юлма хатӗр
2019, 05, 21
Пӗрремӗш канала халалласа клубма тӑвӗҫ
2019, 05, 29

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org