Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарти пляжсене ятарлӑ комисси йышӑннӑ.
Республикӑн тӗп пляжсене Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин кимӗ-карапсен патшалӑх инспекцийӗ тӗрӗсленӗ. Роспотребнадзор управленийӗ шыв пахалӑхне хакласа санитарипе эпидемиологи пӗтӗмлетӗвӗ ҫырса панӑ.
Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта ҫынсене шыва кӗме тӑватӑ пляж хатӗрленӗ. Вӗсене пурне те тасатнӑ, ӑҫта таран ишме юранине кӑтартакан паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Ачасене ишмелли вырӑнсене те уйӑрнӑ.
Шупашкарти пляжсем ҫаксем: Тӗп пляж, Афанасьев урамӗнчи 1-мӗш пляж, Ҫӗнӗ салари иккӗмӗш пляж тата Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчи пляж.
Вӗсене видеосӑнав вырнаҫтарнӑ. Унта мӗн ӳкерни Шупашкар хулин Пӗрлехи диспетчер службине кайса тӑрӗ. Унсӑр пуҫне пляжсенче сывлӑш тата шыв температурине кӑтартакан таблосем вырнаҫтарӗҫ.
Пляжсенче ҫӑлав таиа ҫыхӑну хатӗрӗсем пур. Персонал валли йӑла пӳлӗмӗсем вырнаҫтарнӑ, полици посчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Биотуалетсем те вырнаҫтарнӑ.