Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: «Сувар» хаҫат редакторӗ ӗҫрен кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 28.05.2019 07:31 | 2819 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре
Ирина Трифонова
Ирина Трифонова

Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗн редакторӗнче нумай ҫул тӑрӑшнӑ Константин Малышев текех унта ӗҫлемест. Юлашки ҫулсенче «ТАТМЕДИА» акционерсен обществин тытӑмӗнче пулнӑ кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, 2003 ҫултанпа редакторта тимленӗ ҫын урӑх ҫӗре куҫнӑ.

«Сувар» хаҫатри улшӑну ҫак уйӑхӑн 21-мӗшӗнчен пулса иртнӗ.

Редактор тивӗҫӗсене халӗ Ирина Трифонова пурнӑҫлать. Тутарстанри чӑвашсен пичет кӑларӑмӗнче вӑл та чылайранпа, тата тӗрӗсрех каласан, 1997 ҫултанпа, тӑрӑшать. Ирина Трифонова — Тутарстан чӑвашӗ. Ҫӗпрел районӗнчи Хулаҫырми ялӗнче 1977 ҫулта ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ, вӑл Раҫҫейри халӑхсен хушшинчи туризм академийӗнче те ӑс пухнӑ.

«Сувар» хаҫата ытти тӑрӑхра юратса вулаҫҫӗ.

#тӳре-ша, #МИХсем, #Хусан, #Тутарстан, #Ҫӗпрел районӗ, #ӗҫ вырӑнӗсем, #Хулаҫырми

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Алексин // 2126.90.8507
2019.05.29 17:40
Сорокин ним те туман-ши кунта?
Agabazar // 9303.1.5680
2019.05.31 18:16
Agabazar
Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Фёдорович Угаслов та çав Хулаçырми ялĕнчен тухнă çын.
Тутарстан, Чăвашстан тата Чĕмпĕр облаçĕ пĕр тĕлелле пырса çыхăннă вырăн теме пулать вăл тавралăха. Темиçе хутчен те унта пулса курнă.
Agabazar // 9303.1.5680
2019.05.31 23:04
Agabazar
Алексин,
Сорокин мӗнех тума пултартӑр кунта?
Вӑл хӑй 1993-1998-мӗш ҫулсенче редактор пулнӑччӗ пулас.
Пилӗк ҫул хушши. Сахалах мар теме пулать.
Анчах та вӑл малалла та ӗҫлес кӑмӑллӑ пулнӑ!
Ҫапах та Тутарстан пичечӗн хуҫисем яхӑнне та яман. Вара унӑн хӑйӗн "миссине" вӗҫлеме тивнӗ.
Паллах, Хусанти чӑвашла хаҫатӑн редакторӗ улшӑннин уни-кунийӗсӗне тӗппипе пӗлсе тӑни кирлӗ. Кунпа пӗтӗмпех килӗшетӗп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем