Тӳре-шаран тупӑш декларацине малалла тишкерер. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн енчӗкне те кӗрсе пӑхар.
Сити-менеджер, 2017 ҫулпа танлаштарсан, пӗлтӗр 3 процент нумайрах ӗҫлесе илнӗ. Виҫӗмҫул енчӗкне 1 420 927 тенкӗ кӗнӗ пулсан пӗлтӗр – 1 465 496 тенкӗ.
Унӑн усӑ курмалли 38,1 тӑваткал метрлӑ хваттер пур. Ывӑлӗн вара пысӑкрах – 135,6 тӑваткал метрлӑ хваттер.
Декларацире мӑшӑрӗ Татьяна Ладыкова ӗҫлесе илнӗ тупӑша кӑтартман. Вӑл кашни ҫулах хулари тата республикӑри чи пуян арӑм пулнӑ. Сӑмахран, 2017 ҫулта Татьяна Ладыкова 15,5 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Вӗсенчен 365 пин тенки – тӗп ӗҫ вырӑнӗнчен.
Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра Алексей Ладыков венчет ҫӗррисӗр ҫӳренине асӑрхакансем пулнӑ. Унччен вӑл ӑна тӑхӑнсах ҫӳренӗ.