Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Районсем хушшинчи «Улӑп – 2012: Эпир - Улӑп йӑхӗнчен!» инҫет вӑйӑ-конкурс вӗҫленчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 01.05.2012 10:57 | 2353 хут пӑхнӑ
Вӑйӑ конкурс элемӗ
Вӑйӑ конкурс элемӗ

Акан 17-27-мӗшӗсенче Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Красноармейски вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен культури вӗрентекен В.М. Михайлов пуҫарнипе тата Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗ йӗркеленипе республикӑмӑрти районсем хушшинче «Улӑп — 2012: Эпир - Улӑп йӑхӗнчен!» инҫет вӑйӑ конкурс иртрӗ.

Вӑйӑ конкурса Раҫҫей историйӗн тата Чӑваш историйӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑччӗ. Ыйтусем вара чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе тата культура аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑччӗ.

Конкурса пурӗ 350 ытла ача заявка панӑ. Вӗсенчен 165 ача вӑйӑ конкурса хутшӑнма кӑмӑл туса сайта кӗрсе регистрациленнӗ. Вӑйӑ конкурс ыйтӑвӗсене вара 130 ача ҫеҫ хуравлама пултарнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак районсен вӗрентекенӗсемпе вӗренекенӗсем хастар пулчӗҫ:

Красноармейски районӗ — 75 ача;

Комсомольски районӗ — 15 ача;

Сӗнтӗрвӑрри районӗ — 14 ача;

Вӑрмар районӗ — 11 ача;

Канаш хули — 11 ача;

Шупашкар хули — 10 ача;

Хӗрлӗ Чутай районӗ — 6 ача;

Элӗк районӗ — 4 ача;

Елчӗк районӗ — 4 ача;

Етӗрне хули — 3 ача;

Ҫӗрпӳ районӗ — 3 ача;

Етӗрне районӗ — 2 ача;

Канаш районӗ — 2 ача;

Ҫӗрпӳ хули — 2 ача;

Куславкка районӗ — 2 ача;

Улатӑр районӗ — 2 ача;

Муркаш районӗ — 1 ача;

Ҫӗмӗрле хули — 1 ача;

Ҫӗмӗрле районӗ — 1 ача.

Пӗтӗмпе 11 районпа хула хутшӑнчӗ вӑйӑ-конкурса. Тутар Республикин Ҫӗпрел районӗнчи Упи шкулӗнчен тата Элкел районӗнчи Хусанкай шкулӗнчен пурӗ 4 ача хутшӑннине шута илсен, вӑйӑ-конкурс Раҫҫей шайӗнчех иртрӗ теме май пур. Вӑйӑ-конкурс пуласси ҫинчен Интернет-тетелте ҫеҫ пӗлтернине шута илсен (районсене ятарласа йыхрав хучӗ ярса паман) тупӑшу ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать.

Вӑйӑ-конкурс оргкомитечӗ 40 ачан ӗҫне тивӗҫлипе хакларӗ. 1-мӗш вырӑна 7 ача ҫӗнсе илме пултарчӗ, 2-мӗш вырӑна 14 ача тухрӗ, 3-мӗш вырӑна вара 18 ача йышӑнчӗ.

Электронлӑ дипломсемпе сертификатсене ҫывӑх вӑхӑтрах (вӗренӳ ҫулӗ пӗтиччен) ачасен электрон ещӗкӗсене ярса паратӑп. Чи маттур вӗрентекенсене район администрацийӗн Тав хучӗпе саламлӑпӑр.

Вӑйӑ-конкурса тепӗр ҫул та ирттерме шутлатпӑр. Ун ҫинчен маларах — 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗнчех пӗлтерӗпӗр.

#Ҫӗпрел районӗ, #Комсомольски районӗ, #Красноармейски, #Тутарстан, #Шупашкар, #Красноармейски районӗ, #ӑмӑртусем, #конкурссем, #Элкел районӗ, #Канаш, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Вӑрмар районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvsite.ucoz.ru
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем