Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Чӑваш ҫамрӑкӗсем ҫурҫӗр стройкине хутшӑнӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 12.04.2019 06:46 | 1450 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Чӑваш Енри ҫамрӑксем Саха (Якут) Республикине стройкӑна тухса кайӗҫ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта «Легион» стройотряд пайташӗсем ӗҫлӗҫ.

«Север» (чӑв. Ҫурҫӗр) пӗтӗм Раҫҫейри стройкӑна хутшӑнас кӑмӑллисен заявкисене иртнӗ уйӑхра Раҫҫейӗн ҫамрӑксен ӗҫпе тимлекен комитетра пухнӑ. Конкурс ирттерсе 88 отряда суйласа илнӗ. Ҫав йыша Чӑваш Енри «Легион» студентсен строительство отрячӗ лекнӗ.

Йыш 14 ҫамрӑкран тӑнине пӗлтереҫҫӗ. Студентсем И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Шупашкарти коопераци институтӗнче, Мускаври политехника университечӗн Шупашкарти филиалӗнче тата Шупашкарти коопераци техникумӗнче вӗренеҫҫӗ.

Ҫамрӑксем утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче Саха (Якут) Республикинчи «ГАС» тулли мар яваплӑ обществӑра тӑрӑшӗҫ.

#Вӗренӳ министерстви, #Якут Республики, #студотряд, #аслӑ шкулсем, #студентсем, #ҫамрӑксем, #ЧПУ, #коопераци институчӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем