Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑксем шӑл юсасшӑн. Тата вӗем темиҫе ҫул каяллахиллех экономист, юрист пулма ӗмӗтленеҫҫӗ. Кунта сӑмах пирӗн республикӑри аслӑ шкулсене вӗренме кӗрес ӗмӗтлисем пирки пырать.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри аслӑ шкулсемпе техникум-колледжсенче абитуриентсенчен заявлени йышӑнасси малалла пырать. Аса илтерер, Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче кӑҫал бюджет вырӑнӗсен шутне палӑрмаллах ӳстернӗ. Кунсӑр пуҫне тӗллевлӗ вӗренме йышӑнакан вырӑнсем те пӗлтӗрхинчен нумай.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви абитуриентсем стоматологи, сиплев ӗҫӗ, экономика, менеджмент, юриспруденци, патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ, педагогика вӗрентӗвӗ (икӗ профильпе) специальноҫсене алла илес кӑмӑллӑраххи сисӗнет.