Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Тӑван чӗлхен кун-ҫул хевти» ҫавра сӗтел иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.04.2012 17:28 | 2066 хут пӑхнӑ

Паян, акан 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Тӑван чӗлхен кун-ҫул хевти» ҫавра сӗтел иртрӗ, ӑна институт директорӗ Ю.Н. Исаев ертсе пычӗ.

10 сехетре пуҫланнӑ ӗҫлӗ калаҫу тӑватӑ сехет тӑсӑлчӗ. Тӗрлӗ ҫынсем тухса калаҫрӗҫ — министерствӑсенчен килнисем те, ӑсчахсемпе ҫыравҫӑсем те, чӑвашлӑх шӑпишӗн пӑшӑрханакан уйрӑм ҫынсем те. Ҫакӑн пек сӗнӳсем пачӗҫ:

• Ача пахчисенче чӑвашла вӗренти кирлӗ. Ҫавӑн пекех ача пахчисенче тӑван культурӑпа паллаштарма пултаракан «асанне» пулмалла (тутарсен опытне шута илсе).

• Чӑваш Республикинче пурӑнакан кашни ҫыннӑн кирек хӑш организацире те икӗ патшалӑх чӗлхипе пӗр шайра усӑ курма майсем пулмалла.

• Чӑваш Республикин чӗлхе службине туса хумалла; куҫару ӗҫӗпе пулӑшмалла (тӳлевсӗр).

• Чӑваш халӑхне упраса хӑварас тӗлӗшпе тӗллевлӗ Программа хатӗрлесе йышӑнмалла.

• Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисене пӗр тан шайра усӑ курмалли 10-20 ҫуллӑх ӗҫ планӗ палӑртмалла.

• Тӳре-шарасене халӑхпа чӑвашла ытларах калаҫма сӗнмелле.

• Чӑваш чӗлхине май пур таран пур сферӑна та кӗртме тӑрӑшмалла — интернета, телекурава, компьютера т.ыт.

• Наци политикине йышӑнмалла. Министерство шайӗнче наци политикишӗн яваплӑ орган пулмалла (Удмурти, Мордови тӗслӗхӗпе).

• Чӗлхе сакунне пурнӑҫлама уйӑракан укҫана грант мелӗпе валеҫмелле.

• Чӑваш чӗлхине вӗренмелли хальхи методикӑпа ҫырнӑ кӗнеке кирлӗ. Ӑна ӑмӑрту ирттерсе хатӗрлемелле, укҫине темиҫе ҫӗр пинран сахал мар уйӑрмалла.

• Наци культурине аталантарма пултаракансене ятарласа вӗрентсе ҫитӗнтермелле.

• «Чӑваш Ен» телерадиокомпани ҫумӗнче радиора тата инҫекуравра ӗҫлеме пултаракансене вӗрентекен шкул уҫмалла.

• Чӑваш радионе анлӑрах сармалла — ӑна Шупашкарта та, ялта та итлеме ҫӑмӑл майсем пулмалла.

• «Тӑван Ен культурине» шкулта тивӗҫлӗ шайра вӗрентмелле.

• Шкулсенче чӑваш чӗлхин сехечӗсене вырӑс чӗлхи сехечӗсем таран ҫитерме тӑрӑшмалла.

• Чӑваш культурипе чӑвашла пӗлекенсене кӑна мар, вырӑсланнӑ чӑвашсене те паллаштармалла, ун валли майсем тумалла (вырӑсла тухакан хаҫат-журналсенче чӑвашлӑх темине ытларах ҫӗклемелле).

• Чӑваш Элтеперӗн чӑваш халӑхӗ ҫине таянса ӗҫлемелле — вара хӑйне те ҫӑмӑл пулӗ, сумӗ те ӳсӗ.

Сӑнсем (41)

#чӑваш чӗлхи, #ҫавра сӗтелсем, #ЧПГӐИ

 

Комментари:

Пуян // 3304.97.7322
2012.04.30 21:44
Тумалла, тумалла тенипех иртсе каять вăхăт. Парти тата халăх ушкăнĕсем чăваш халăхĕн пулмасан влаçри çынсем пĕр шухăша та пурнăçлас çук.
Пуян // 3304.97.7322
2012.04.30 22:21
Камсем мĕнле сăмахсем каларĕç чăваш чĕлхи çинчен? Итлеме е курма пулат-и кун пирки ăçта та пуллин?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем