Акан 24-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Чӑваш энциклопедийӗн тӑватӑ томӗн хӑтлавӗ иртрӗ. Асӑннӑ кӑларӑмӑн пӗлтерӗшӗ вышкайсӑр пысӑк: сӑнарлӑн ӑна Чӑваш Енӗн автобиографийӗ тени те вырӑнлӑ. Вунӑ ҫула тӑсӑлнӑ ӗҫ хыҫа юлчӗ.
Мероприятие ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, ЧР культура, вӗренӳ министрӗсем Роза Лизаковӑпа Владимир Иванов, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров, энциклопеди статйисене хатӗрленӗ авторсем, тӗпчевҫӗсем хутшӑнчӗҫ.
Юрий Исаев презентацие ертсе пынӑ май Чӑваш энциклопедине хатӗрлесе кӑларас самантсем пирки чарӑнса тӑчӗ.
2001 ҫулта «Краткая чувашская энциклопедия» кун ҫути курнӑ. 2002 ҫулта Чӑваш Ен Президенчӗ нумай томлӑ Чӑваш энциклопедине хатӗрлесси пирки Указа алӑ пуснӑ. Тепӗр ҫулне унӑн концепцийӗсене хатӗрлесе ҫитернӗ, каярах редакци канашӗпе редакци коллегине палӑртнӑ, ӗҫе пуҫӑннӑ.
Энциклопедин пӗрремӗш томӗ 2006 ҫулта пичетленнӗ, иккӗмӗшӗ — 2008, виҫҫӗмӗшӗ — 2009, тӑваттӑмӗшӗ — 2011 ҫулсенче. Унта — 300 ытла авторӑн 12 пин ытла статйи (7 пинӗшӗ ятарлӑ темӑпа ҫыхӑнни, ытти — уйрӑм ҫын биографийӗпе).
— Чӑваш Ен пирки пӗлме тивӗҫлӗ пӗлӳпе пуян кӑларӑм, Чӑваш энциклопедийӗ, кун ҫути курни — республика пурнӑҫӗнчи чи пысӑк пулӑм. Шанатӑп: ӑна алла тытса вулакан йышлӑ пулӗ, килес ӑрусем тивӗҫлӗ хак парӗҫ, — терӗ Иван Моторин премьер.
Вӑл наци культурине аталантарас, Чӑваш энциклопедийӗн кӑларӑмне хатӗрлес ӗҫе хастар хутшӑннисене Чӑваш Республикин Элтепӗрӗн Тав ҫырӑвӗпе наградӑларӗ. Ҫак чыса Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн Чӑваш энциклопедийӗн пай пуҫлӑхӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Иван Бойко, асӑннӑ институтӑн истори пайӗн пуҫлӑхӗ Юрий Гусаров, Чӑваш кӗнеке издательствин техника-производство пайӗн пуҫлӑхӗ Людмила Егорова, асӑннӑ издательствӑн ӳнер редакторӗ Галина Самсонова тивӗҫрӗҫ.
Федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ Геннадий Семенов та Чӑваш энциклопедине хатӗрлесе кӑларас ӗҫ вӗҫленнӗ, вулавҫӑсем пуян содержаниллӗ кӑларӑмпа паллашма пултарнӑ ятпа саламларӗ.
Роза Лизакова министр шухӑшӗпе — ҫак кун чӑваш халӑх историйӗнче юлмалли самант. Вӑл презентацие хутшӑннисене энциклопедин редколлегийӗ ячӗпе саламларӗ, ҫак ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑ ҫынсене — Чӑваш кӗнеке издательствин корректорӗсене Наталия Орловӑпа Надежда Вечеркинӑна, штатра тӑман фотохудожникне Михаил Костарева тата компьютер графикин художникне Наталия Орловӑна — ЧР Культура министерствин Хисеп грамотипе чысларӗ.
ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов Чӑваш энциклопедийӗн кӑларӑмне Чӑваш Ен, ун ҫыннисен ячӗпе ҫӗкленӗ палӑкпа танлаштарчӗ.
Презентацие Тутар энциклопедийӗн институчӗн директорӗн ҫумӗ Гумер Сабирзянов хутшӑнчӗ. Вӑл 2007 ҫулхи акан 10-мӗш кунне асаилчӗ. Ҫав кун вӗсен институтӗнче Чӑваш энциклопедийӗн 1-мӗш томӗн тата «Чуваши Татарстана» кӗнекен презентацийӗ иртнӗ-мӗн. «Пире ҫакӑн пек мероприятисем кирлӗ, — терӗ Гумер Салихович. — Чӑваш театрӗсен гастролӗсене те чӑтӑмсӑр кӗтетпӗр. Эпир кӳршӗсем ҫеҫ мар, пӗр юнлӑ, пин-пин ҫул пӗр ҫулпа утнӑ. Ҫавӑнпа сирӗн ҫитӗнӗвӗр пире те хавхалантарать, савӑнтарать. Хамӑр пирки ҫакна каламалла: ҫитес ҫул Тутар энциклопедийӗн вырӑсла 6-мӗш томӗ пичетленсе тухӗ. Пурӗ ҫичӗ том пулмалла. Тӑван чӗлхепе 3 том кӑларнӑ. Малаллахи тӗллевсем — Тутар истори, культура энциклопедийӗсем...
Гумер Сабирзянов хӑйӗн ҫак ӗмӗтне те пӗлтерчӗ: Атӑлҫи тата Урал хутлӑхӗнче пурӑнакансен пӗрлехи вӑйӗпе ҫав тӑрӑха, унти халӑхсен кун-ҫулне, культурине ҫутатакан 10-12 томлӑ энциклопеди хатӗрлес кӑмӑллӑ вӑл.
Ку енӗпе вӗсен те, пирӗн те, ыттисен те опыт пур. Пуҫарулӑх, яваплӑх ҫеҫ кирлӗ.
Пирӗннисем те малаллах ӑнтӑлӗҫ. Халӗ Чӑваш энциклопедийӗн электрон версийӗпе ӗҫлеҫҫӗ, виҫӗ томӗ хатӗр ӗнтӗ.