Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Палтай шкулӗ хӑнасене йышӑнчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.04.2012 08:33 | 1893 хут пӑхнӑ
Тӗлпулу саманчӗ
Тӗлпулу саманчӗ

Ачасен кӑмӑл-сипетне, ӑс-хакӑл пуянлӑхне, наци сӗмлӗхне аталантарасси питӗ ҫивӗч тӑрать. Этемӗн ҫак енӗсене ачаранах аталантармасан унран тӑван ҫӗршыва чунтан-чӗререн парӑннӑ чӑн-чӑн этем пулаймӗ.

Тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳрени, тӗрлӗ ӗҫ-пулӑмсем ирттерни, чӑвашсен паллӑ ҫыннисемпе тӗлпулусем йӗркелени, тӑван халӑх йӑли-йӗркине ӑша хывни ачасен наци сӗмне вӑйлатать.

Палтай шкулӗнче (Етӗрне районӗ) пултаруллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем йӗркелесе ачасене явӑҫтарасси йӑлана кӗчӗ. Ҫулсерен шкулта ятарласа Чӑваш чӗлхипе литературин уявне ирттерме тытӑнтӑмӑр. Кӑҫал ку уява Чӑваш чӗлхин кунне халалларӑмӑр. Палӑртнӑ кун чӑваш тӗррри-эрешӗпе илемлетнӗ зала лӑк тулли халӑх пуҫтарӑнчӗ. Шкула хӑнана Чӑваш Республикинчи профессилле писательсем Арсений Тарасов, Василий Кервен, «Самант» журналӑн шеф-редакторӗ Владимир Васильевич Степанов, Николай Львович Сапожников — районти этем тата ҫутҫанталӑк центрӗн ертӳҫи, хамӑр тӑрӑхри ҫыравҫӑ, Валерий Муравьев таврапӗлӳҫӗ килсе ҫитрӗҫ. Вӗсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе, чӑваш литературин ХХI ӗмӗрӗн пӗрремӗш вунӑҫуллӑхри аталанӑвӗпе паллаштарчӗҫ, ачасенче чӑвашлӑх туйӑмне ҫӗнӗрен вӑй илсе аталанма пулӑшрӗҫ. Хӑнасене вара шкулти «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗ (илемлӗх ертӳҫи Надежда Серебрякова), Пӗрҫырлан культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» пултарулӑх ушкӑнӗ, «Сӑр ен» халӑх ансамблӗ (илемлӗх ертӳҫи Иван Любимов) чӑваш юррисемпе тыткӑнларӗ. Тӑван чӗлхене халалланӑ сӑвӑ ярӑмӗсем те, такмаксем те, чӑваш ташшисем те пуянлатрӗҫ уяв программине. «Вӗҫкӗн Ваҫҫа» сӑвӑ тӑрӑх йӗркеленӗ сценка тӑван чӗлхене манма юраманни ҫинчен татах та асаилтерчӗ.

Уяв программинче Валерий Муравьевӑн «Ҫылӑхлӑ арҫын» ҫӗнӗ кӗнекине те хакларӗҫ. «Ку кӗнеке вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ял пурнӑҫне сӑнласа парать. Тен, пурӑна киле ҫак ултӑ кӗнекеллӗ роман Н.Мраньккан «Ӗмӗр саки сарлака» романӗ шайне те ҫитӗ», — тесе палӑртрӗ «Тӑван Атӑл» журналӑн шеф-редакторӗ Арсений Алексеевич Тарасов. Ҫыравҫӑна малалла та халӑх юратса вулакан произведенисем ҫырма ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ.

Чӑваш чӗлхине халалланӑ уява «Сӑр ен» ансамблӗн гимнӗпе вӗҫлерӗҫ. Ҫак уяв саманчӗсене асӑнмалӑх хӑварма пурте пӗрле сӑн ӳкерттерчӗҫ.

Сӑнсем (16)

#Чӑваш чӗлхи кунӗ, #Пӗрҫşрлан ял тӑрӑхӗ, #Палтай, #Етӗрне районӗ, #тӗлпулусем, #Тӑван Атӑл, #Самант

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем