Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркассинче пурӑнакан Александра Родионова 105 ҫул тултарнӑ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Борис Марков ӑна ҫав ятпа киле ҫитсех саламланӑ. Парне панӑ, чечек ҫыххи тыттарнӑ. Кинемей патне вӑл РФ Президенчӗн саламне те илсе кайнӑ.
Александра Родионовна ултӑ ҫултах амӑшӗсӗр юлнӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьере аслӑ пиччӗшӗсемпе тата аппӑшӗсемпе ӳснӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ӑна окоп чавма янӑ, Урал тӑрӑхӗнчи шахтӑра та ӗҫленӗ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, кинемей туслӑ ҫемьере, ывӑлӗпе тата кинӗпе, мӑнукӗсемпе тата мӑнукӗсен ачисемпе ыр курса пурӑнать. 105 ҫула хыҫа хӑварнӑ пулин те сывлӑх начаррине шарламасть иккен. Куҫӗ кӑна начартарах курать-мӗн. Ҫапах та уҫӑлма та вӑл тухса кӗрет.