Шупашкар районӗнче иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмаха тӗпчесе пӗтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар арҫынни ҫавӑн чухне йӗрке хуралҫисене хирӗҫ йытӑсене вӗскӗртнӗ, пакунлисенчен пӗрне ҫӗҫӗпе тирнӗ.
Шупашкар районӗнчи право хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫлекен икӗ арҫын дача вӑррисене тытас шухӑшпа ҫӳренӗ. Раштав уйӑхӗн пӗр каҫхине вӗсем Ҫӑкалӑхьял ҫывӑхӗнчи дачӑсем патӗнче пулнӑ. Михӗсемпе тухакан икӗ арҫынна асӑрхасан хайхисене чарӑнма ыйтнӑ. Лешсем ҫапӑҫма тытӑннӑ. Пакунлисенчен пӗрне ураран ҫӗҫӗпе тирнӗ. Унтан арҫынсенчен пӗри хӑйӗнпе пӗрле пулнӑ тӑватӑ йытта вӗскӗртсе янӑ. Тӑватӑ ураллисем пакунлисене хупӑрласа илнӗ, ҫыртса пӗтернӗ.
Пуҫтахсем вырӑнтан тапса сикнӗ пулин те вӗсенчен пӗрне, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, унччен те судпа айӑпланнӑ арҫынна тытса чарма май килнӗ.