Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Нестер Янкас ячӗллӗ Премин ҫӗнӗ лауреачӗсене чысларӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 20.04.2012 20:45 | 1759 хут пӑхнӑ
Ҫӗнӗ лауреатсем
Ҫӗнӗ лауреатсем

Акан 17-мӗшӗнче Красноармейски районӗн халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче Н. Янкас ячӗллӗ премин ҫӗнӗ лауреачӗсене чысламалли каҫ иртрӗ.

Каҫа районти Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн ертӳҫи Г.Л. Ефимов уҫрӗ. Район администрацийӗн культура, спорт тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ А.Н. Лебедев пухӑннисене ҫав уяв ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ. 2011 ҫулшӑн Н. Янкас ячӗллӗ премие парас енӗпе ӗҫлекен комисси председателӗ Н.Г. Ершов преми илме тӑратнӑ кандидатсем пирки комиссине килнӗ ӗҫлӗ хутсемпе паллаштарчӗ, кашни лауреатӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Иккӗн тивӗҫ пулнӑ ҫак чыса кӑҫал: Иван Петрович Матвеев фотоӑстаҫӑпа Клавдия Ильинична Васильева сӑвӑҫ.

И.П. Матвеев 1949 ҫулта Ҫӗнӗ Йӗкӗт ялта ҫуралнӑ. Упири вӑтам шкул хыҫҫӑн вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Каярахпа ӗҫленӗ хушӑрах Чӑваш патшалӑх университечӗн географи уйрӑмӗнчен пӗлӳ илсе тухать. 1976 ҫултанпа Упири вӑтам шкулта ачасене ӳнер, черчени тата ӗҫ енӗпе вӗрентет. Мӗн ачаран хӑй сӑнӳкерчӗксем тума юратнӑран, ҫак ӑсталӑха ҫур ӗмӗре яхӑн туптаса пынӑ. Унӑн ӗҫӗсем районти тата республикӑри куравсенче малти вырӑнсене йышӑннӑ. Хальхи чыслав каҫӗнче те вӑл ертсе пынипе шкул ачисем ӑсталанӑ хатӗрсен тата хӑй ӳкернӗ пейзажсен куравӗсем пулчӗҫ.

Лауреат ятне пама И.П. Матвеева районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцийӗпе Упири вӑтам шкул коллективӗсем сӗннӗ.

К.И. Васильева та педагогика ӗҫӗн ветеранӗ. Вӑл 1943 ҫулта Канаш районӗнчи Малти Тукай ялӗнче ҫуралнӑ. 1967 ҫулта Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ — режиссер профессине алла илнӗ. Ӑна Красноармейскинчи культура ҫуртне ӗҫлеме янӑ. Ҫакӑнта вӑл 16 ҫул тӑрӑшнӑ. Ӗҫленӗ хушӑрах И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн Красноармейскинчи вӑтам шкулта чылай ҫул ачасене вӗрентнӗ. Ҫав вӑхӑтрах К.И. Васильева сӑвӑҫ та. Ку таранччен «Чее хӗвел», «Тавах сана, ман ирӗк шухӑш», «Шан, ӗнен, юрат» ятлӑ сӑвӑсен пуххисем тухнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл «Юхӑм» драма кружокне ертсе пырать.

Лауреат ятне пама К. И. Васильевана райадминистрацин культура, спорт тата ҫамрӑксен политикин пайӗ тӑратнӑ.

Ҫӗнӗ лауреатсене Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗн дипломне тата медальне парса чысларӗҫ. Ҫав ятпа вӗсене ҫак чыса тивӗҫме кандидата тӑратнӑ коллективсем, пӗрле ӗҫленӗ юлташсемпе тусӗсем чунтан саламларӗҫ, чечексем парнелерӗҫ.

Чыслав каҫӗ К. Васильева ҫырнӑ сӑвӑсене автор тата унӑн вӗренекенӗсем илемлӗн вуланипе, сӑвӑҫ тата режиссер пултарулӑх енӗсене сӑнлакан электронлӑ презентаци пӑхнипе, вӑл ертсе пыракан драма ушкӑнӗ лартнӑ спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартнипе вӗҫленчӗ.

#Красноармейски районӗ, #чыславсем, #премисем, #Ҫӗнӗ Йӗкӗт, #Упи, #Канаш районӗ, #Малти Тукай

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем