«СУМ» лавкка таварсемпе пуянлансах пырать — ак, тин кӑнаҫ, унти таварсен йышӗ 300-тен иртрӗ. Чуна кантармалли, кӑмӑла хӑпартмалли, ӑса ҫивӗчлетмелли япаласем кунта пайтах сутӑнаҫҫӗ. Туянакансем те сахал мар — Тутарстан, Чӑваш ҫӗрӗ, Пушкӑртстан, Темен тӑрӑхӗ, Мускав...
Нумай пулмасть лаввкана вырнаҫнӑ таварсем: «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки» (130 тенкӗ), «Ҫӑлтӑр ҫӳлти тӳпере» (100 тенкӗ), «Ермей Рожанский. Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ» (130 тенкӗ), «Краткая чувашская региональная энциклопедия (Пензенская, Саратовская, Ульяновская области)» (1 том 430 тенкӗ, 2-мӗш том 670 тенкӗ), курмаюрӑсен пуххисем («Пӗртӑвансем, юрлар-и?», «Атте», «Пулӑн эсӗ», «Калым (Турӑ ҫырни)» — пурте 100 тенкӗ).
Тетелти лавкка http://www.i-sum.su адреспа ӗҫлет. Таварсене почтӑпа усӑ курса Раҫҫейӗн пур тӑрӑхне те ҫитерме пулать. Ҫавӑн пекех Шупашкара тата ун ҫывӑхӗнчи тӑрӑхсене кил таран ҫитерсе пама пулать. Кунта туяннӑ тавар сире ҫулталӑк ытла телей кӳрсе тӑрӗ!