Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер Мускавра Федерацин вӑрман хуҫалӑх агентствин ертӳҫипе Виктор Масляковпа курнӑҫнӑ. Тӗлпулура республикӑри вӑрман хуҫалӑхӗпе, унӑн аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ — республикӑри вӑрман йӗркелӗвӗн ӗҫне пурнӑҫлама федераци хыснинчен 20 млн тенкӗ хушса уйӑрасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Ҫавӑн пекех пушар-хими станцине ҫирӗплетме 30 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫак укҫа ЧР Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен министерствин вӑрман пушар службине тӗрлӗ пурлӑхпа тата техника енӗпе тивӗҫтерме май парӗ. Ҫулӑм тавраш ӑнсӑртран тухсан та вӑрманти пушарсемпе ӑнӑҫлӑ кӗрешме пулӑшӗ.
Чӑваш Енре, сӑмах май, вӑрманти пушарсенчен сыхланас енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавна май пӗлтӗр пушар пӗрре ҫеҫ пулнӑ, ӑна хӑварт сӳнтерме пултарнӑран вӑрман хуҫалӑхӗ сиенленменнипе пӗрех. 2012 ҫулта Раҫҫейӗн вӑрманпа ҫыхӑннӑ уйрӑм ӗҫ-пуҫа республикӑна панӑ май субвенци шучӗпе федераци укҫи-тенкинчен 117 млн тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Танлаштарма: 2010 ҫул шӑрӑх та типӗ килнӗрен пушарсем вӑрмансене чылай сиен кӳчӗҫ, ӑна пӗтерме республикӑна пӗтӗмпе те 88 млн тенкӗ кӑна панӑ пулнӑ — ку кӑҫалхинчен 75% сахалрах. Унсӑр пуҫне ЧР Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен министерстви 2015 ҫул тӗлне республикӑри вӑрмансен ҫӑралӑхне 32,4% (2012 ҫулхи шай) ҫитерме палартни пирки те асӑнма пулать. Паллах, федераци хысни пулашмасӑр ку ӗҫе туса пӗтерме хӗнтерех пулӗ.
2010 ҫулта сиенленнӗ вӑрмансене федерацин вӑрман хуҫалӑх агентстви чӑн та манмасть, ак, сӑмахран, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӗсене чӗртес тӗлешпе ҫӗршыв шайӗнче йывӑҫ лартмалли пӗрлехи кун ирттерме йышӑннӑ.