Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Пилӗк ҫул хушши ӗнтӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Трак ен — Красноармейски тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе литература вӗрентекен педагогсен творчествӑлла ушкӑнӗ йӗркеленипе (ертӳҫи — Михайлова З.П.) чӑваш чӗлхипе грамматикине лайӑх пӗлекен ачасем хушшинче «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ-конкурс иртрӗ. Унӑн юлашки тапхӑрне республикӑмӑрти районсем хушшинче ирттернӗччӗ.
Кӑҫал вара ун вырӑнне ҫӗнӗ вӑйӑ конкурс ирттерме тӗв тытрӗҫ Трак енри учительсем. «Улӑп-2012: Эпир Улӑп йӑхӗнчен!» ятпа иртӗ вӑл. Конкурс малтанхи пекех инҫет майпа Интернет уҫлӑхӗ урлӑ йӗркеленӗ. Унта чӑваш халӑх историне тата культурине лайӑх пӗлекен ачасем хутшӑнӗҫ. Ӑмӑрту 5-7, 8-9 тата 10-11 классенче вӗренекенсем хушшинче иртӗ.
Вӑйӑ конкурс пӗр турпа http://www.make-test.ru/ сайтра иртет. Вӑйӑ конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе мала тухнисем «Улӑп-2012» вӑйӑ конкурсӑн электронлӑ Дипломне ҫӗнсе илӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсем Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн Хисеп хутне тивӗҫӗҫ.
Вӑйӑ конкурса хутшӑннӑшӑн укҫа тӳлеме кирлӗ мар.
Проект авторӗ — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш сӑмахлӑхне вӗрентекен Михайлов Виталий Михайлович. Вӑл — аслӑ категориллӗ учитель, Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ.
Вӑйӑ конкурс ҫинчен тӗпленрех http://chuvsite.ucoz.ru сайтра пӗлме пулать.
