Кӑҫал «Краткая чувашская региональная энциклопедия» кӗнекен 2-мӗш томӗ тухрӗ. Ӑна пуҫараканӗ, материалсене пуҫтараканӗ, редакцилекенӗ, укҫа-тенкӗ уйӑраканӗ — Дмитрий Васильевич Кузьмин, Чӗмпӗрти сӗтел-пукан туса кӑларакан ателье директорӗ.
Кӗнекен 1-мӗш томӗ 2009 ҫулта пичетленнӗччӗ.
Энциклопедие Чӗмпӗр чӑвашӗсемсӗр пуҫне Сарӑту тата Пенза тӑрӑхӗнче пурӑнакан ентешсене те кӗртнӗ. Ку вырӑнсене Д.Кузьмин хӑй темиҫе хут материалсем пуҫтарма ҫитсе килнӗ. Икӗ том кӑларма автор 6 ҫул ӗҫленӗ, 3 миллион тенкӗ укҫа тӑкакланӑ.
Нумаях пулмасть Ишевке посёлокӗнче энциклопеди хӑтлавӗ иртрӗ. Унта хӑнасем Шупашкартан, Сарӑту облаҫӗнчен, Пушкӑрт тата Тутарстан Республикисенчен, Чӗмпӗр облаҫӗн тӗрлӗ районӗсенчен килнӗччӗ. Энциклопеди авторне халӑх ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупса чысларӗ!
Тухса калаҫакансем Д.Кузьмин пӗр-пӗр институт тумалли ӗҫе пурнӑҫларӗ тесе хакларӗҫ. Виталий Станьял вара: «Кузьмина Александр Матросовпа танлаштарас килет. Вӑл тӑван халӑха хӳтӗлесе амбразура ҫине выртрӗ», — терӗ.