Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи «Ҫулҫӳревҫӗ» ушкӑн ҫамрӑксен черетлӗ «Йӗлтӗрпе Ҫурҫӗр полюсне ҫити» тӗлпулувӗнчен таврӑннӑ. Ку ӑмӑртӑва Чӑваш Ен ачисем 5-мӗш хут хутшӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.
Хальхинче ачасем Карелири ача-пӑча сипленмелли санаторире пулчӗҫ. Вӗсен хушшинче Ҫӗрпӳри аслӑ классенче вӗренекен Андреева Ларисӑпа Щоглев Николай пулнӑ. Коля каласа панӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулҫӳревре 19 Раҫҫей ачи хутшӑннӑ, Чӑваш Енрен — 5 ача. Хӑнӑхман ачашӑн ку ӑмӑрту пит йывӑр иккен. Ҫурӑм хыҫӑнче пӗр пӑт йывӑрӑш кутамккана йӑтса, ятарлӑ ҫунашкана туртса йӗлтӗрпе 100 ҫухрӑм таран утса тухма тивнӗ ҫамрӑксен. Самай йывӑрри, ачасем аса илнӗ тӑрӑх, пӑр ҫинчи сарлака ҫурӑксем. Кашни ҫурӑкӗ вуна метртан кая мар, тарӑнӑшӗ вара 3-4 ҫухрӑм (!) тет. «Ҫак чӑрмавсене эпир хамӑрпа пӗрле илнӗ вӗрсе хӑпартмалли кимӗпе усӑ курса ирте-ирте кайрӑмӑр», — теҫҫӗ хастар ачасем. Карелине ҫул тытиччен ачасем Мускавра пуҫтарӑннӑ, вӗсене Кремлӗн паллӑ вырӑнӗсемпе паллаштарнӑ.
Юлашкинчен ачасем хӑйсен юратнӑ вӗрентекенӗ Владислав Алексеевич Исаев ҫинчен те нумай ӑшӑ сӑмах каларӗҫ. Ҫак ларма-канма пӗлмен ҫын хӑй тавра яланах хастар ачасене пуҫтарать имӗш, Ҫурҫӗрти хитрелӗхпе паллаштарать, юратнӑ ӗҫне явӑҫтарать. Вӑл ертсе пыракан ушкӑн «Пилигрим» (чӑвашла «Ҫулҫӳревҫӗ») ятлӑ пулать, Чӑваш Енре унашкал ушкӑнсем хушшинче яланах малта пырать.
Кӑҫалхи ҫурхи кану кунӗсенче Николай Щоглев Семен Суховейпе пӗрле Сочи хулине каясшӑн — унта инкеке лекнӗ ҫынсене пулӑшакансен ӑмӑртӑвӗ иртмелле иккен.