Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкар районӗнче дачӑсене ҫаратнӑ 69 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ӑна тытма Мухтар ятлӑ йытӑ пулӑшнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, Кӳкеҫ ҫывӑхӗнчи дачӑра вӑрлани пирки пӗлтерсен кинолог служба йыттипе ҫула тухнӑ, оперативлӑ ушкӑн та пӗрлех пулнӑ. Вырӑна ҫитсен овчарка вӑрӑн йӗрне тупнӑ, пакунлисене ҫырма еннелле ертсе кайнӑ. Унта вара вӑрланӑ япаласене пытарнӑ-мӗн. Ҫав вырӑнтах 69 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра вӑл тата вӑрланӑ япаласене пытарма хӑтланнӑ. Полици уйрӑмне илсе ҫитерсен тивӗҫлӗ канурискер йӑлтах каласа кӑтартнӑ, айӑпне йышӑннӑ. Халӗ полицейскисем ҫак ҫын ытти ҫакнашкал преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |