Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Трак енре ҫамрӑк вокалистсен конкурсӗ иртрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 11.03.2012 15:31 | 1698 хут пӑхнӑ
Эх, юррӑм, янӑра!
Эх, юррӑм, янӑра!

Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче районти халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Виталий Егорович Петрова халалласа «Ҫуркуннехи тумлам» ятлӑ ҫамрӑк вокалистсен черетлӗ районти конкурсӗ иртрӗ.

Ҫӗршыв шайӗнче палӑрнӑ ентеш-юрӑҫа халалласа ҫамрӑк юрӑҫсен пирвайхи тупӑшӑвне 1995 ҫулта ирттернӗ. Ҫак тапхӑрта журналист тивӗҫне пурнӑҫласа мана асӑннӑ конкурсра пӗр хутчен ҫеҫ мар пулма тӳр килнӗ. Пирӗн музыка ӗҫченӗсем яллӑ районта хӑйсем ҫине яваплӑх илсе ҫакӑн евӗр конкурс ирттерме пултарнишӗн, унта музыкӑна, юрӑпа ташӑ ӳнерне юратма пултаракан ачасене хутшӑнтарнишӗн кашнинчех кӑмӑллӑ юлаттӑм. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ. Тата ҫулленех ҫамрӑк вокалистсен конкурсӗнче райпо канашӗн председательне А. Дмитриевана асӑрхатӑн. Ку ахальтен мар. Виталий Петров ҫар хӗсмечӗ хыҫҫӑн ӗҫ биографине Красноармейски райповӗнче пуҫланӑ, Альбина Ильиничнапа пӗр ӗҫ пӳлӗмӗнче ларса ӗҫленӗ. Потребительсен обществи район шайӗнчи мероприятие ирттерме ытти ҫулсенче спонсорла пулӑшу парса пулӑшу кӳнӗ.

Ытти ҫулсенче конкурсанткӑсен йышӗ пысӑкран концерт вӑраха тӑсӑлатчӗ. Кӑҫал вара вырӑнсенче малтан номерсене суйласа илмелли тур ирттернӗ. Ҫапла вара чи пултаруллисем финала тухнӑ, тӗп уява хутшӑнма ирӗк ҫӗнсе илнӗ. Вӗсене, ҫулӗсене кура, виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ.

Конкурс пуҫланать. Зал тупӑшӑва хутшӑнакан ачасене хавхалантарма килнӗ шкулсенчи савӑк кӑмӑллӑ каччӑсемпе тата хӗрсемпе, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемпе тулнӑ. Конкурсанткӑсене районти искусство шкулӗн директорӗ И. Михайлова саламлать, ӑнӑҫусем сунать. Жюри ӗҫе тытӑнать, унӑн йышӗнче республикӑри культура училищин аслӑ преподавателӗ Е. Мотлаева, районти ӳнер шкулӗн музыка уйрӑмӗн вӗрентекенӗ Л. Ильина, культура тытӑмӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ З. Смирнова. Кӑҫалхи тупӑшу та темиҫе номинаципе иртет.

Конкурса ҫулӗсемпе чи ҫамрӑккисем пуҫларӗҫ. Сцена ҫине халӑх пултарулӑхӗн районти ҫурчӗ ҫумӗнчи Н.Б. Николаева патӗнче ӑсталӑха туптакан Николета Копту тухрӗ, «Ладошка» (сӑм. И. Шевчукӑн, кӗв. Е. Зарицкаян) ятлӑ вырӑс юррине шӑрантарчӗ, пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Екатерина Козловапа (Кӗҫӗн Шетмӗ шкулӗ, ертӳҫи Л. Е. Никитина) Дарья Михайлова (ӳнер шкулӗ, Е.И. Михеева) тивӗҫрӗҫ. Ку ушкӑнта ҫавӑн пекех Анна Васильева, Анастасия Никифорова (пурте ӳнер шкулӗнчен, Н.В. Григорьева, Е.И. Михеева), Чатукасси шкулӗнчи вокал ансамблӗ (В.А. Николаева) хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Жюри членӗсем ансамбльсен номинацийӗнче «Капельки» ушкӑна (ӳнер шкулӗ, С. Ю. Данилова) лайӑх енчен палӑртрӗҫ.

Вӑтам ушкӑнти вӗренекенсен пултарулӑхне те палӑртма кӑмӑллӑ. Кунта ачасен вунӑ ытла номерӗ куракан умне тухрӗ. Ҫапах жюри те, куракансем те искусство шкулӗн вӗренекенӗсем шӑрантарнӑ юрӑсене лайӑх енчен хакларӗҫ. Юлия Михеева «Юртан кӗлетке, ай, тӑвар-и» (ертӳҫи Е.И. Михеева) юрӑпа ҫӗнтерсе I степеньлӗ диплома, парнене тивӗҫрӗ. Марина Иванова «География» юрӑпа (С.Ю. Данилова) иккӗмӗш вырӑна тухрӗ. Наталья Васильевна Григорьева преподаватель класӗнче вӗренекен Анастасия Козловапа Маргарита Иванова («Спит ангел», «Апрель» юрӑсем) виҫҫӗмӗш пулчӗҫ. Ҫак ушкӑнтах ансамбльсене чысларӗҫ: ӳнер шкулӗн «Задор» (С.Ю. Данилова), «Улыбка» (Н.В. Григорьева) ушкӑнӗсен «Снежинки», «А закаты алые» юррисем куракан кӑмӑлне питех те тивӗҫтерчӗҫ.

Аслӑ ушкӑнта чи малтан хӑйӗн пултарулӑхӗпе Максим Захаров (С.И. Данилова) паллаштарчӗ, вӑл мӗн пур кӑмӑлтан шӑрантарнӑ «На безымянной высоте» юрра куракансем ӑшшӑн йышӑнчӗҫ. Ахальтен мар жюри членӗсем ӑна I степеньлӗ дипломпа хакларӗҫ. Ӳнер шкулӗн Е. Михеева класне чылайранпа ҫӳрекен Анастасия Никифорова «Ӑҫта каян, чӗкеҫ» чӑваш халӑх юррипе пурне те тыткӑна илчӗ. Надежда Данилова (Кӗҫӗн Шетмӗ, Л. Е. Никитина) «Пӗрремӗш учитель» юрӑпа виҫҫӗмӗш пулчӗ.

Газ уҫлакансен Заволжски клубӗ ҫумӗнчи М.В. Дмитриев ертсе пыракан «Капельки» ансамбль вара гран-прине тивӗҫрӗ. Куҫа илӗртекен чӑн чӑваш тумлӗ пикесем «Савнӑ Чӑваш Ен» юрра питех те мӑнаҫлӑн шӑрантарчӗҫ. Хӗрсем хӑйсене сцена ҫинче тытма пӗлни, ҫепӗҫ сасси, вӗсен кашни хусканӑвӗ куракана илӗртрӗ те.

Жюри председателӗ Е. Мотлаева конкурсанткӑсене, вӗсен вӗрентекенӗсене парнесем парса ӑшшӑн тав тӑвать, малашнехи ӗҫре ӑнӑҫу сунать.

Черетлӗ конкурс вӗҫленчӗ. Унӑн йӗркелӳҫисем тупӑшӑва ирттерме пулӑшу кӳнӗшӗн «Орифлэйм» компанин районти представительствин ертӳҫине С. Васильева тав сӑмахӗ каларӗҫ.

#Кӗҫӗн Шетмӗ, #Красноармейски, #Красноармейский районӗ, #Чатукасси, #конкурссем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем