Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Хулара
![]() Шупашкарта хӗрарӑм ача ҫуратнӑ та ӑна ача ҫуратмалли ҫуртрах пӑрахса хӑварнӑ. Унччен малтан вара хӗрне урӑххисене усрава илме ирӗк парса хут ҫырнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хӑйӗн интернетри сайтӗнче пӗлтернӗ. Хайхи хӗрарӑм пӗччен иккен, мӑшӑрӗ ҫук. Ачана ура ҫине тӑратма пӗччен йывӑр пулать тенӗ-ши е тата урӑх сӑлтав тупӑннӑ-ши — ытти ҫынна усрава ирӗк пама шут тытнӑ. Хальхи вӑхӑтра хӗрача сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче выртать. Шупашкарти Калинин районӗн опекӑпа попечительлӗх пайӗн ӗҫченӗсен тин ҫуралнӑ ачан шӑпине вӑхӑта вӑраха ямасӑр татса памалла. Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ачалӑха упракан пай ӗҫченӗсем ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 44 ача шӑпине татса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |