Раштавӑн 6-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упи ялӗнче Йӗпреҫри психоневрологи диспансерӗн филалне уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма тӗрлӗ тӳре-шара: республикӑн ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Лариса Арсентьева, Красноармейски район администрацийӗ пуҫлӑхӗ
Александр Кузнецов, Упи ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Димитриева, Йӗпреҫри психонервологи диспансерӗн директорӗ Николай Чугаров хутшӑннӑ. Унтан вӗсем пӳлӗмсене пӑхса ҫаврӑннӑ.
Упинчи филиала юсаса ҫӗнетме тӗрлӗ хыснаран 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Паян унта 38 ҫын пурӑнать. Ӳлӗмрен йыша 90 ҫынна ҫитересшӗн.
Психоневрологи диспансерӗн филиалне уҫма Красноармейскинчи культура ҫурчӗн халӑх юррин «Хавал» ансамблӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Никоноров) та хутшӑннӑ.