Чӑвашстат кӑҫал Чӑваш Енре мӗн чухлӗ ҫын ытти региона тухса кайнине шутланӑ. Хисеп пӗчӗкех мар.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче республикӑран 17 пин ытла ҫын кайнӑ. Вӗсенчен 15209-шӗ ытти регионта тӗпленнӗ. Пӗлтӗр унашкаллисем 14254 ҫын пулнӑ. 1895 ҫын вара чикӗ леш енне пурӑнма куҫнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Ене ытти регионтан 11622 ҫын пурӑнма килнӗ. Тепӗр 1678 ҫын пирӗн тӑрӑха ют ҫӗршывсенчен ҫитнӗ. Эппин, кӑҫал республикӑра миграци чакӑвӗ 3804 ҫынпа танлашнӑ (пӗлтӗр 2347 ҫын пулнӑ).
Agabazar // 3790.67.3197
2018.12.07 01:08 | |
Мĕн, кунпа пирĕн мухтанмалла-и-ха? | |
Клара // 5268.9.4478
2018.12.07 11:23 | |
Мускава питӗ нӑмай ҫын тухса каять, ытларах ҫамрӑксем, вӗсем унта ипотека илсе квартирсем илеҫҫе, вӗсем каялла таврӑнмаҫех. Хӑшши перисем кунта квартирсем сутса тухса каяҫҫӗ. Ку япала кӑштах хӑратать, эпир чӑвашсене ҫухататпӑр.Ҫамрӑксене институтсем пӗтерсен ӗҫе вырнаҫтарӑр.Ӗҫсем пулсан весень тухса каяс шухӑш пететь. |