Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
![]() Куславкка районӗнче пурӑнакан арҫын Атӑл урлӑ каҫнӑ чухне пӑр айне анса кайнӑ, анчах темӗнле тӑрӑшсан та вӑл хӑтӑлса тухайман — ӳт-пӗвӗ пӑрлӑ шывра шӑннипе вилнӗ. Кун пирки паян, раштавӑн 4-мӗшӗнче «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн интернетри сайтӗнче пӗлтернӗ. Хайхи массӑллӑ информаци хатӗрӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, арҫын иртнӗ вырсарникун, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, юханшывӑн сулахай ҫыранӗнчен сылтӑм енне каҫма шухӑшланӑ. Анчах ҫыран хӗррине ҫитме 500 метр пек юлсан ҫӳхе пӑр ҫурӑлса кайнӑ та арҫын шыва анса кайнӑ. Хайхискер тапаҫланнине пулӑ тытса ларакан арҫынсем асӑрханӑ, вӗсем тӳрех ҫӑлавҫӑсене тата васкавлӑ пулӑшӑва чӗннӗ, хӑйсем тӗллӗн пулӑшма пикеннӗ. Анчах май килмен — арҫыннӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Палӑртса хӑвармалла, арҫын ӗҫрен килне таврӑнма тухнӑ, анчах ҫывӑх ҫыннисем патне ҫитеймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |