Ӗнер, пушӑн 4-мӗшӗнче, Раҫҫей халӑхӗ Президента суйларӗ. Сӑнавҫӑсем ултавсене нумай палӑртнӑ пулин те тӗп суйлав комиссийӗ сасӑлав пысӑк пӑтӑрмахсемсӗр иртнӗ тесе шутлать. Протоколсен 99% шута илнӗ хыҫҫӑн кандидатсем ҫакӑн чухлӗ процент пухни паллӑ пулчӗ: Путин — 63,82; Зюганов — 17,18; Прохоров — 7,77; Жириновский — 6,23; Миронов — 3,82.
Чӑваш Енри халӑх та, пирӗн тӑрӑхри тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ытларах Владимир Владимирович Путина кӑмӑлланӑ пулать — 62, 32%. Ытти кандидатсем ҫакнашкал пухнӑ: Геннадий Зюганов — 20,58% (элӗксем, каҫалсем, Ҫӗмӗрле хулин ҫыннисем ӑна хӑйсен сассине 24-26% таран панӑ); Владимир Жириновский — 5,65% (уйрӑлса тӑракан район-хула ҫук, вӑтамран 4-6%); Михаил Прохоров — 5,52% (ытларах хула ҫыннисем сасӑланӑ пулас, Шупашкар хулин Мускав районӗнчи хисеп 10% яхӑн); Сергей Миронов — 4,44% (пур район-хулара та вӑтам, Ҫӗнӗ Шупашкар хули уйрӑлса тӑрать — 6,49%). Путиншӑн хуласенче сахалтарах сасӑланӑ — Шупашкарта та, Ҫӗнӗ Шупашкарта та, Ҫӗмӗрлере те хисепӗ вӑтамран 55-57%. Кӑнтӑр енчи районсенчи кӑтартусенче вара Владимир Владимировичӑн проценчӗ 75 таранах.
Пӗтӗмӗшле халӑх йышӗнчен 73,65% сасӑлава хутшӑннӑ. Уйрӑмах республикӑн кӑнтӑр районӗсенчисем хастаррӑн хутшӑннӑ иккен: Елчӗк, Патарьел районӗПатӑрьел, Тӑвай районӗТӑвай, Шӑмӑршӑ районӗШӑмӑршӑ районӗсенче хисеп 90%-ран та иртнӗ. Уйрӑмах Елчӗк районӗЕлчӗкпе Тӑвай районӗТӑвай районӗсем ку тӗлӗшпе малта — 95,28%, 96,96%. Красноармейски районӗТрак тӑрӑхӗнчи__ ҫынсем те яваплӑх тӗлӗшӗпе палӑрнӑ — 91,37%.