Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Бразили каччин команди Пуянкассинче Кубока тивӗҫрӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
smaeva 04.03.2012 10:28 | 1279 хут пӑхнӑ
Ӑмӑртура
Ӑмӑртура

Пуянкасси ял-йышӗ, паллах, ытларах арҫынсем, калама ҫук савӑннӑ: иккӗмӗш ҫул Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче ялта пысӑк уяв иртет. Кӑҫал та унта ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Сергей Андронов пуҫарӑвӗпе йӗркеленсе кайнӑ мини-футбол енӗпе ӑмӑртура тӗрлӗ ҫӗртен пухӑннӑ командӑсем Кубокшӑн тытӑҫрӗҫ.

Турнирӑн пӗлтӗрхи ҫӗнтерӳҫин — «Хамӑрьял» командӑн ҫамрӑкӗсем 2012 ҫулта та Кубока алран ямарӗҫ. Командӑн капитанӗ Альберто да Силва палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗнтерме темиҫе хут йывӑртарах пулнӑ, пур матчра та пӗтӗм ӑсталӑхне кӑтартма тивнӗ. Чӑнах та, ҫӗнтерӳҫӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ Шӑмӑршӑсене пенальтипе тапса кӑна парӑнтарчӗҫ. Сӑмах май, Бразили каччи Пуянкассинче виҫҫӗмӗш хут ӗнтӗ. Афганистанра вилнӗ Валерий Кузнецова асӑнса кашни ҫул ирттерекен турнирта та вӑл пӗлтӗр «Хамӑрьял» командӑшӑн выляса халӑха савӑнтарнӑччӗ.

Ытти матчсем те кӑҫал хӗрӳ иртрӗҫ. «Хамӑрьял» команда ветеранӗсем Шӑмӑршӑсене пенальтипе ҫеҫ выляса ячӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене те вӑйӑ тӑршшӗпе лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмарӗҫ. Ҫак командӑра ытларах Пуянкассинче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан футболистсем выляҫҫӗ. Енчен те командӑн чи чаплӑ хӳтӗлевҫи Камерун ачи Ромео Нгеле (унӑн ӑсталӑхне те Пуянкассисем пӗлтӗр курса тӗлӗнчӗҫ) хальхинче те килнӗ пулсан, тен, «Хамӑрьял» командӑн ветеранӗсем турнир таблицинче чылай ҫӳлӗрех пулатчӗҫ.

Пуянкасси ветеранӗсен «Астӑвӑм» команди те ял-йыша илемлӗ вӑйӑпа тӗлӗнтерчӗ. 1980 ҫулсен вӗҫӗнче футбол енӗпе Чӑваш Республикин Кубокне тивӗҫнӗ вылякансем халӗ те ӑнӑҫлӑ вӑйӑ кӑтартма пултарнине ҫирӗплетрӗҫ. Турнирӑн кӑткӑс регламентне пула ҫеҫ виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ Пуянкассипе Виҫпӳрт ялӗсен ҫамрӑкӗсен «Шурӑмпуҫ» команди вара, шел пулин те, чаплӑ вӑйӑпа савӑнтараймарӗ. Пӗлтӗр иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ команда ытти турнирсенче ҫитӗнӳсем тӑвасса шанас килет.

Ӑмӑртура, чи лайӑх командӑсемсӗр пуҫне, чи лайӑх вылякансене те палӑртрӗҫ. Чи лайӑх хапхаҫӑ — пур вӑйӑра та пӗр гол та кӗрттермен Антон Ягудин («Хамӑрьял» ҫамрӑкӗсем), чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ — Станислав Егоров («Хамӑрьял» ветеранӗсем), чи лайӑх ҫурмахӳтӗлевҫӗ — Александр Андреев («Хамӑрял» ветеранӗсем), чи лайӑх тапӑнакан ятне Дмитрий Смирнов («Пучах», Шӑмӑршӑ) тивӗҫрӗ.

Ҫӗнтерекенсем ӑмӑртӑва йӗркелекенсенчен сумлӑ парнесене тивӗҫрӗҫ. Пуянкасси ҫыннисем Сергей Андронов, Александр Тимофеев, Юрий тата Владимир Ефимовсем турнира ирттерме нумай вӑй хучӗҫ. Паллах, Сергей Андроновӑн ялти тусӗсем пулӑшман пулсан ӑмӑртӑва ирттерме нимӗнле те май ҫукччӗ. Вӗсене те пысӑк тав.

Кӑҫалтан вара Пуянкассисен шухӑшӗсем чӑннипех те ҫирӗпленчӗҫ: кашни ҫул Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне футболла выляса паллӑ тумалла.

#Шӑмаршӑ районӗ, #спорт, #мини-футбол, #Пуянкасси, #Шӑмӑршӑ, #Шупашкар, #Виҫпӳрт

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.gov.cap.ru/main.asp?govid=75
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org