Ҫураки вӑхӑтӗнче ял хуҫалӑхӗсене ҫунтармалли-сӗрмелли япаласем туянма ҫӑмӑллӑхсем парӗҫ. Топливӑна вӗсене пӗлтӗрхи раштавӑн 31-мӗшӗнчи курттӑм хакран 30 процент йӳнӗрех сутмалла.
Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑпа ӗҫлекен нефть компанийӗсене палӑртнӑ ӗнтӗ — «Лукойл» тата «Сургутнефтегаз». Пуш уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗртмеччен вӗсем ҫӗр ӗҫченне йӳнӗ топливӑпа тивӗҫтерӗҫ. Паянхи куна ҫунтармалли-сӗрмелли шӗвексемпе тивӗҫтерес тӗлӗшпе 50 хуҫалӑх килӗшӳ тунӑ. Пӗр литр бензин ял хуҫалӑх предприятийӗ валли 17 тенкӗ те 20 пус пулӗ, ку вӑл пасар хакӗнчен 10 тенкӗ йӳнӗрех. Пӗр кӑткӑслӑх ҫеҫ пур — топливӑна хуҫалӑхсен Сергач е Кстово хулине хӑйсен кайса илмелле пулӗ. Хальлӗхе ҫӑмӑллатнӑ майпа 6 пин ҫурӑ тонна ҫунтармалли-сӗрмелли шӗвек туянма калаҫса татӑлнӑ.
Ҫураки ирттерме республикӑри хуҫалӑхсене 8 пин тонна кирлӗ. Ҫитес вӑхӑтра калӑпӑшсене ӳстерес пирки правительство шайӗнче йышӑну тума палӑртнӑ.