Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Надежда Валериановна Никандрова паянтанпа ҫак должноҫе йышӑнма пӑрахнӑ. Хӑй ирӗкӗпе каяс тенӗ-ши вӑл е кайма ыйтнӑ-ши — Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин Иван Моторинӑн кӗске йышӑнӑвӗнче ӑна-кӑна ӑнлантарса тӑман.
ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумне ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Иван Моторин паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Надежда Валериановна министр ҫумӗнче 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнченпе тимленӗ.
Министр ҫумӗн пуканне йышӑннӑ хӗрарӑм малашне ӑҫта ӗҫлессине хыпарланине республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче хальлӗхе тупаймарӑмӑр.