Шупашкарта ҫитес ҫул ҫур ӗмӗр каяллахи троллейбус ҫула тухӗ. Ҫакӑн пирки республика тӗп хулине Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсен мэрӗсем пуҫтарӑнсан Шупашкарти троллейбус управленийӗн ертӳҫисем пӗлтернӗ.
Килес ҫул Шупашкар 550 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвӗ. Ҫавна май хула урамне «Чукун ҫул вокзалӗ – Хӗрлӗ лапам» маршуртпа 1964 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пуҫласа ҫула тухнӑ 1-мӗш номерлӗ троллейбуса кӑларӗҫ.
Хулари пӗрремӗш троллейбус халӗ юсавра ларать. Ӑна юсаса пӗтерсен ӑна унӑн хӑнӑхнӑ маршручӗпе ҫула кӑлареҫ. Ҫавӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ.
Аса илтерер, юпа уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче Шупашкара Раҫҫейри хуласенчи 100 ытла мэр килӗ.