Ял пурнӑҫӗ
![]() Алексей Федяров право сыхлавҫи Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи «Новая газета - Регион» электрон хаҫатра чуна тивмелле аса илӳ пичетленӗ. Унта вӑл Сӑр юханшывӗ ҫывӑхӗнчи чӑваш ялне сӑнланӑ. Паянхине тата виҫӗ теҫетке ҫула яхӑн каяллахине. Тата тӗрӗсрех каласан, 27 ҫул каяллахине. Вӑл хӑйне, улттӑри ачана, аслашшӗ вӑрманти утара илсе кайнине аса илнӗ. «Ури уксахлать пулсан та манран хытӑрах утатчӗ, анчах эп тан пырайманнине кура ман утӑпа пыратчӗ», — ӑшшӑн аса илнӗ Алексей Федяров. Автор аслашшӗн таса чӑвашла калаҫӑвӗпе киленнине тата чӑваш чӗлхи килӗшнине те палӑртнӑ. Тата ҫырма хӗрринче пушӑ ларакан, чалӑшнӑ ҫуртран хӑранине аса илнӗ. «Анчах хӑрамалла мар: пӳртре йӗрӗх пурӑннӑ чух шикленӳ ҫуралать — вӑл пӳрте ҫын килес мартан хӑрать. Вӑл кайсан пӳрт чалӑшать», — чуна тивмелле ҫырса кӑтартнӑ право сыхлавҫи. Паян вара ял пушанать. Апла вӗсенчен йӗрӗх кайнӑ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |